• Иртнĕ эрнери юнкунран пуçласа республика ертÿлĕхĕ ĕçĕн çĕнĕ форматне пуçарнă — муниципалитетсенче Правительство кунĕсем ирттерме тытăннă, çакна республикăра пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Чи инçетрисенчен пуçланă — Улатăрпа Пăрачкав тăрăхĕсенче Чăваш Ен Правительствин кунĕсем иртнĕ. Унта округсен аталанăвĕн кăтартăвĕ- сене пĕтĕмлетнĕ, Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2030 çулчченхи программине пурнăçламалли ĕçсене пăхса тухнă. Тĕллев — пурнăçа пур енлĕн тишкересси, ăна çынсене тивĕçтерекен шая çĕклесси. Правительство кунĕсем çулталăкăн пĕрремĕш кварталĕнче пур округра та иртĕç.
• Иртнĕ эрнере центрти телевидени хыпарсен кăларăмĕнче репатриаци мелĕпе Раççейĕн 25 çар çынни Украинăри тыткăнран таврăннине кăтартрĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа вара 2022—2024 çулсенче Раççей 30 улăштару йĕркелесе Украина территорийĕнчен 2466 çар служащине тавăрнă. Кăçалхи пĕрремĕш улăштару йышĕнче Çĕнĕ Шупашкар каччи Владислав Яруков та пур. Вăл ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе 2022 çулхи сентябрьте кайнă, контракт тунă. Аманнă хыççăн тăван енре отпускра пулнă, сывалса çитсен каялла чаçе таврăннă, каллех аманнă. Ашшĕ те çар ретĕнче.
• Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн 2024 çулшăн паракан Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин ячĕллĕ премисен çĕнĕ лауреачĕсем палăрнă. Ç.Элкер премине «Чăваш ен» наци телерадиокомпанин аслă редакторĕ Татьяна Молоковапа «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕн продюсерĕ Светлана Позднякова, Н.Никольский премине Виктор Чугаров режиссер-документалист, Л.Ильин премине «Чăваш Ен» НТРК шеф-редакторĕ Алина Паймулкина (Сусметова) тивĕçнĕ. Сăмах май, вăл иртнĕ эрнерен «Хыпар» хаçатăн тĕп редактор çумĕн- че ĕçлеме тытăннă.
• Чăваш Республики Наци экологи рейтингĕнче федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи чи малти регион шутланать. Çĕршывĕпе вара пирĕн республика çиччĕмĕш вырăнта. Асăннă рейтинга Пĕтĕм Раççейри «Симĕс патруль» общество организацийĕ 2007 çултанпа хатĕрлет.
• Шупашкарта юр ирĕлтерекен пирвайхи станци тăвас ĕçсем пуçланнă. Строительство валли кирлĕ çĕр лаптăкне Трактор тăвакансен проспектĕнче уйăрнă, станци самай пысăк вырăн йышăнĕ, вăл талăкра 2,9 пине яхăн кубла метр юра ирĕлтерĕ, ăна çитес çулхи октябрь вĕçĕччен ĕçе кĕртме палăртнă, 2026—2027 çулсенче тулли хăватпа ĕçлесе каймалла.
• 2024 çулта республикăра капиталлă строительствăн 70 ытла объектне туса пĕтернĕ. Кăçал республикăн адреслă инвестици программине пурнăçласа хута ямалли объектсем те паллă — 85 вырăнта юсав вĕçлемелле. Тĕп стройкăсен шутĕн-че — пирĕнпе кÿршĕллĕ Вăрмар округĕнчи Кивĕ Вăрмарти культура çурчĕ, Канаш районĕнчи Шăхасанти поликлиника, Шупашкарти «Труд» стадионри футбол манежĕ, Шупашкар округĕнчи Çатракассинчи тата Атайкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕсем, пилĕк округри 5 врач амбулаторийĕ тата пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕ, ача сачĕсем тата ытти объектсем.
• Чăваш Енре 2024 вĕçĕнче СВОри ентешсем патне Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе гуманитари пулăшăвĕ çитермелли уйăхлăх иртнĕ. Ăна республика Пуçлăхĕ Олег Николаев декабрĕн 16-мĕшĕнче старт панă. Çак пархатарлă ĕçе «Хыпар» издательство коллективĕ те хутшăннă, пухнă укçапа газ баллонĕсем, электроплитасем, полипропилен пăрăх, паяльник, апат-çимĕç, маскировка сеткисем ярса панă.
• Пирĕн Тăвай округĕнче Кăшарни уявне 1000 яхăн çын хутшăннă, вĕсенчен 600-шĕ ытла шыва кĕнĕ.
Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ