Январĕн 22-мĕшĕнче ача-пăча аталану центрĕнче (ДЮЦ) шкулта вĕренекенсен юратнă «Шурă ладья» ăмăртăвĕ пулса иртрĕ.
Шахматистсен тупăшăвне çичĕ команда хутшăнчĕ. Питĕ шел, Тăрмăшпа Енĕш Нăрвашри тата Тĕмерпе Чутейри шкул командисем пулмарĕç. Ытти çулсенче вĕсем хастар хутшăнатчĕç, призерсен йышне кĕретчĕç.
Çивĕч кĕрешÿре Тăвай шкулĕн иккĕмĕш команди виççĕмĕш вырăна тухрĕ, пĕрремĕш команди иккĕмĕш пулса тăчĕ.
Ăмăрту çĕнтерÿçи — ДЮЦ команди. Унăн йышĕнче — Станислав Николаев (команда капитанĕ), Павел Алексеевпа Кирилл Михайлов тата Виктория Иванова вĕренекенсем.
Февральте шкул ачисене «Тĕлĕнтермĕш шашка» ăмăртăвĕ кĕтет. Унта округри пур шкул командине те йыхравлатпăр.
Владислав ПАСТУХОВ, ДЮЦ педагогĕ