Кăçалтан республикăри 3 муниципалитетра туризм налукне илме тытăннă: Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Шупашкар округĕнче.
Ку хăна çуртĕнче, отельте, хостелта, санаторире чарăннă туристсене пырса тивет. Налук унта пурăннăшăн тÿленĕ укçан 1 проценчĕпе танлашать. Анчах вăл талăкра 100 тенкĕрен пĕчĕкрех пулмалла мар. Ку укçапа туризм инфраструктурине çĕнетĕç: объектсем хута ярĕç, халĕ пуррисене лайăхлатĕç, кану вырăнĕсене хăтлăлатĕç. Малтанлăха палăртнă тăрăх, бюджета 40 миллион тенкĕ таран кĕмелле.
Ирина АЛЕКСЕЕВА