Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул пĕр сисĕнмесĕр иртсе пыраççĕ. Аслă вăрçă çулĕ-сем те хыçа юлаççĕ — кăçал 80 çул унтанпа. Асра юлнă самантсем нумай вара.
Вăрçă нуши çитĕннисемпе пĕрлех ачасем çине те тиеннĕ. Аттесем вăрçăра, аннесем кунĕн-çĕрĕн колхоз уй-хирĕнче вăй хураççĕ. Эпир вара, вĕтĕр-шакăр, асаннесемпе, кукамайсемпе пĕрле вăхăта ирттеретпĕр. Юрать-ха, вĕсем пур. Çу иртет те хĕл ларать. Вăрçă чарăнмасть те чарăнмасть. Хĕллехи вăрăм каçсенче аннесем пĕр-пĕр киле пухăнса алĕç тăваççĕ, чăлха-нуски çыхаççĕ. Вăрçăри салтаксем валли. Эпир те аннесене пулăшма тăрăшатпăр. Хăма çиппине сÿтсе ларатпăр. Асанне юмах калать, эпир итлетпĕр. «Тăлăх хĕр», «Çеменпе арăмĕ», «Лаша вăрри» тата ытти юмахсене темиçе хутчен те итленĕ. Татах та итлес килет. «Краççын пĕтет, саланар пулĕ. Кĕçĕрлĕхе çитет»,— тет кÿршĕри Варкка аппа. Çапла вара килелле тухса утатпăр. «Ыран ман патăма килĕр»,— тет Марье аппа. Вăрçă... Краççын çук. Хăçан чарăнĕ ку вăрçă. Салтаксен вилнĕ хучĕсем килсех тăраççĕ. Акă 1943 çул çитрĕ. Хĕллехи сивĕ кун. «Ял çумне самолет анса ларнă» текен хыпар ял тăрăх хăвăрт саланчĕ. Ялĕ пирĕн пысăк мар. 105 кил тетчĕç Тенеялĕнче эпир ача чухне. Асанне çăкăр, уйран илчĕ летчиксем валли. «Хăйсем выçă пулĕ»,— терĕ. Мана çавăтрĕ те самолет патнелле утрăмăр. Уя тухрăмăр, кĕрт ашса пыратпăр. Халăх пуçтарăнчĕ. «Бензин пĕтнĕ, бензин... Çавăнпа анса ларнă самолет»,—теççĕ. Бензин... Пирĕн ялта мĕн бензинĕ пултăр. Краççын та сахал. Çапах та краççын пухса пачĕç, летчиксене апат çитерчĕç. Самолет вăрçа каять иккен. Ял халăхĕ пухнă краççынпа самолет сывлăша çĕкленчĕ. Çунаттисемпе сулкаласа хĕвеланăçнелле вĕçрĕ. Пирĕн аттесене пулăшма. Ялта краççын çеç мар, спичка, тăвар, çăкăр çук. Пирĕн атте вăрçăччен «Молния» лампа туяннăччĕ. Вăрçă çулĕсенче ялти клуба пачĕ анне çав лампăна. Клубра çап-çутăччĕ. «Краççын нумай çиет, клубра усăллăрах»,— терĕ анне. Краççын çиппи пиллĕк-ли, çиччĕлли, вуннăлли пурччĕ эпĕ астăвасса. Пиллĕклине чĕпкуç тетчĕç.
Çулсем иртрĕç пĕрин хыççăн тепри. Вăрçă хĕвеланăçĕнче çаплах кĕрлет. Пирĕн шкула вĕренме каймалли çул та çитрĕ. Аннесем шурă пиртен çĕленĕ хутаçа çурăм хыçне çакса кашни ир шкула чупатпăр. Пирĕн вĕренес килет, аттесене лайăх вĕренсе кĕтсе илес килет. «Хура лаша акара»,— вулатăп букваре алла тытса. Асанне эпĕ вуланисене итлет. «Ку пирĕн Буян-и?»,— тетĕп вуланă май. Юрататăп эпĕ Буяна. «Пирĕн Буяна, пирĕн, вула, вула»,— тет асанне. Аванах вулакан пултăм. Кĕнекесем çитмеççĕ. Алла лекнĕ кĕнекене вулатăп та вулатăп. Каçхине çутă çук, краççына хĕрхенетпĕр. Уйăх çути пур. Уйăх çутипе вулатпăр кĕнекесене. Çутат уйăх, çутат. Алри кĕнекепех çывăрса каятпăр. Кÿршĕри Роза тантăшăмпа ăмăртмалла вулатпăр. Пĕр класра вĕренетпĕр-çке. Ял калаçать. Хĕрлĕ Çырта Кĕтне çинче ГЭС тунă, теççĕ. Амалăхра та, Кĕтне çинче, ГЭС çутă парать иккен. Пирĕн ял çичĕ ялпа пĕрлешсе Кĕтне çинче, Кутăр çумĕнче, ГЭС тума пуçланă. Кĕтнене пĕвелеме эпир те çÿретпĕр. Вăрçă çĕнтерÿ-пе вĕçленчĕ. Çĕршыв ура çине тăрать. 1952 çулта пирĕн яла та ГЭС çути çитрĕ. Уйăх çути вырăннех пулчĕ ку. Пирĕн ялта пуçламăш шкул кăна. Ялтан яла, шкултан шкула çÿреме пуçларăмăр. Шăхаль шкулĕнче вĕренни асрах. Пысăк ял вăл. Анчах унта çутă çук. Эпир хĕлле хваттерте пурăнатпăр, шкула вĕренме çÿретпĕр. Эх, еплерех кĕтеттĕмĕр шăматкун çитессе. Киле каятпăр-çке-ха шăматкун. Пирĕн ялта свет çунать. Савăнăç. Эх, нихăçан манăçми кунсем, çулсем.
Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА, Тенеяль-Шупашкар