Йăлана кĕнĕ тăрăх, кивĕ çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче АПК ветеранĕсен Союзĕн округри уйрăмĕн членĕсем ĕç-хĕле пĕтĕмлетме тата малашнехи тĕллевсене палăртма черетлĕ тĕлпулăва пухăнчĕç. Уйрăм ертÿçи Н.И.Иванов пĕрлехи йышпа туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ.
— Паянхи куна обществăлла организацире 22 çын, ытларахăшĕ ял хуçалăх производствине йĕркелес енĕпе тăрăшнă, пысăк опыт пухнă çынсем. Иртнĕ çул çĕнĕрен пĕр çынна члена илнĕ,— калаçăва пуçларĕ Николай Ильич.— Организацин тĕп тĕллевĕ — агропром тытăмĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене тимлĕхре тытасси, вĕсен кулленхи ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси.
АПК ветеранĕсем округра иртекен мероприятисенчен айккинче юлмаççĕ, хăйсем пурăнакан ялсенче те шутлă çынсем. Пулăшма, ырă канаш пама яланах хатĕр. Акă, Г.А.Масленников (Вăтаяль), Н.Г.Ласточкин (Кармал) — ял старостисем. В.Н.Николаев (Çĕнĕ Ишпуç) ялти чиркÿ прихучĕн ĕçĕнче пулăшса пырать, Ю.А.Алексеев (Тушкил) фермер хуçалăхĕнче тăрăшать. Уйрăм ертÿçи Н.И.Иванов округри общество палатин членĕ пулнă май, тĕрлĕ ыйтусем татса парас ĕçе хутшăнать.
АПК ветеранĕсен уйрăмне йĕркелесе ярса вунă çул ертсе пынă М.Я.Яковлев халĕ — организацин Хисеплĕ председателĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче ăна АПК ветеранĕсен Чăваш Енри Союзĕн «За заслуги» общество медалĕпе чысланă. Ф.Г.Степанова (Çĕнçырма), Т.Г.Иванова (Ураскасси) ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас ĕçре хастарлăх кăтартаççĕ.
Ветерансен тĕлпулăвне округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Р.Краснов хутшăнчĕ. Вăл ял хуçалăх отраслĕн-чи иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, çитĕнÿсемпе татса памалли ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Çĕр ĕçĕнче, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, техника паркне çĕнетес тата ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшу кÿ-рес енĕпе ырă улшăнусем пурри çинчен итлеме кăмăллă пулчĕ. Çавăнпа пĕрлех аслă ăру çыннисене çĕнĕ çула кĕнĕ ятпа саламларĕ, сывлăхпа ăнăçу сунчĕ. Хăй вăхăтĕнче эсир тунă ырă пуçарусем, ĕç-хĕлсем пире хальхи вăхăтра та пулăшса пыраççĕ, терĕ вăл.
Вырăнти уйрăмăн Хисеплĕ председателĕ М.Я.Яковлев организаци авторитечĕ ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынинчен чылай килнине палăртса хăварчĕ, ĕçтешĕсене хăйсем пурăнакан ялсенче тата та активлăрах пулма сĕнчĕ. Асăну хăмисем уçас ĕçе малалла тăсма кирли çинчен те чарăнса тăчĕ.
— Шел пулин те, пирĕн хушăран иртнĕ çулсенче А.П.Ломоносовпа Н.А.Матвеев ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç. Вĕсем яланах пирĕн асăмăрта юлĕç,— терĕ Михаил Яковлевич. Шăплăх минучĕ ирттерчĕç вĕсен ячĕпе.
Пĕрин хыççăн тепри сăмах илчĕç тĕлпулăва хутшăннисем, кашнинех хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерме май пулчĕ. Малалла та пĕрле пухăнса тĕл пулма, общество пурнăçне хутшăнма калаçса татăлчĕç.
Людмила ПАВЛОВА