1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
31 января 2025 г. 9:01

Айăплавран пăрăнайман

Коррупци сĕмлĕ преступленисене тĕпчесси, айăплисене тăрă шыв çине кăларасси следстви органĕсемшĕн тĕп ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Вĕсене тупса палăртассине, коррупци сĕмлĕ преступленисемшĕн явап тыттарассине ытти право сыхлав органĕсемпе, тивĕçлĕ ведомствăсемпе тачă çыхăнса пурнăçа кĕртетпĕр.

ви пайне коррупциллĕ ĕçсем пирки 8 пĕлтерни пырса кĕнĕ, вĕсем тăрăх 7 уголовнăй ĕç пуçарнă, çав шутра взяткăпа çыхăнни 6 ĕç. Çакна май акă мĕн палăртмалла: саккунсăр укçа илекен кăна мар, ăна паракан та уголовлă яваплăх тытать. Чăн та, преступление уçса пама тата пÿлсе лартма следствие активлă пулăшнă пулсан, саккунсăр укçа паракана айăпланассинчен хăтараççĕ.

Должноç полномочийĕпе усă курса тунă ултав та коррупци сĕмлĕ преступленисенчен пĕри пулса тăрать. 2024 çулта суд приставĕ-исполнителĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕслĕх вырăнне илсе кăтартма пулать. Асăннă должноçри çын 2023 çулхи сентябрьте парăмçăсенчен пĕрне ун тĕлĕшпе пуçарнă производствăна унăн шыраса илмелли пурлăх çук пек тата ăна панкрута тухнă пек кăтартса пĕтерме пулать тесе тĕрĕс мар ăнлантарнă, йăнăш çулпа янă. Уншăн вăл хăйне 40 пин тенкĕ пама ыйтнă. Парăмçă, инкек тÿсни, приставăн картти çине асăннă суммăна куçарса панă. Лешĕ парăмçăшăн тăрăшса нимĕн те туман, çавах та вăл куçарса панă укçапа хăй пĕлнĕ пек усă курнă. Суд пристав-исполнителĕнче ĕçленĕ çын тĕлĕшпе айăплав приговорĕ кăларнă.

Поделиться:
Распечатать