Иртнĕ çул Тăвайри ĕçпе ти-вĕçтерекен центрта вунă хутчен вакансисен ярмăркки иртнĕ.
Раштав уйăхĕн вĕçĕнче ĕç шыракансем чукун çул çинчи хурал службин Канашри тытăмĕн пуçлăхĕпе тĕл пулнă. Ĕç вырăнĕсем пуррипе, ĕçлев условийĕсемпе, шалупа тĕплĕн паллаштарнă, хăйсен уйрăмĕнче тăвайсем вăй хунине пĕлтернĕ. Ĕçлес кăмăллисене хапăл кунта. Тĕплĕнрех Тăвайри ĕçпе тивĕçтерекен центрпа çыхăнса пĕлме пулать.
Хамăр округ территорийĕн-чи «Акконд-агро фирма» АО-па «АККОНДМОЛОКО» тĕрлĕ сĕт продукцийĕ туса кăлараççĕ. Производство ассортиментне ÿс- терсе пынипе çĕнĕ ĕç вырăнĕ-сем йĕркеленеççĕ. Ял хуçалăх комплексĕн ертÿлĕхĕ аталану планĕ- сем çинчен чарăнса тăнă май, оператор, энергетик, лаборант, мастер-технолог, ĕçлев сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен тата ытти специалистсем кирли çинчен пĕлтернĕ. Çапла ярмăрккасен вакансийĕ тĕрлĕ ĕç коллективĕсен представителĕсемпе тĕл пулма, кăмăла каякан ĕç тупма пулăшать. Çакăн хыççăнах центра ĕç шыраса пынă хĕрарăм кадрсемпе ĕçлекен специалиста вырнаçнă.
Пĕлтĕр 7 инвалид центр урлă вăхăтлăх ĕçсенче тăрăшнă.
Наталия ИВАНОВА,
Тăвайри ĕçлев центрĕн
инспекторĕ