1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
31 января 2025 г. 14:30

Çамрăксемпе тĕл пуласшăн

Округра çарпа патриотла тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пуçланнă май, Тăвайри таврапĕлÿ музейĕн заведующийĕпе Владимир Федоровпа палăртнă ĕç-хĕл пирки сăмах хускатрăм.

— Ĕçсен программи анлă. Çывăх кунсенче шкул ачисене СВОри ентешсене гуманитари пулăшăвĕ çитерекен «Рубеж» организаци представителĕ-пе С.В. Петрянкинпа тĕлпулăва йыхравласшăн,— пуçларĕ калаçăва Владимир Валерианович.

Сергей Петрянкин — Чĕмпĕрте пурăнакан чăваш. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа Чечняра пулнă. Çар наградисене тивĕçнĕ. Мĕнле майпа лекнĕ-ха вăл Тăвайсен музейне? Икĕ хутчен те пулма ĕлкĕрнĕ хăнара. Çапăçусем иртнĕ вырăнтан илсе тухнă «152 мм пушка-гаубица Д-20» гильзи, «Хаймерс» ракетăн пĕчĕк ванчăкĕ тата ытти çар хатĕрĕсен пайĕсем, бронежилет вырăн тупнă Çар мухтавĕн пÿлĕмĕнчи экспонатсем çумне. Куракансемшĕн питĕ кăсăклă иккен.

Сергей Валерианович гуманитари пулăшăвне салтаксем патнех çитерет. Темиçе машинăпа çула тухаççĕ. Çула май Тăвайне кĕрсе çаврăнаççĕ. Андрей Николаевич Моряков фермер хуçалăхĕ еннелле выртать маршручĕ. Хальхинче те маларахах çыхăннă унпа. Кĕтет ыркăмăллăх ĕçченĕсене. ХФХ ертÿçи яланхиллех салтаксем килĕштернĕ лаша какайĕнчен хатĕрленĕ юр-вар — тĕтĕмленĕ кăлпасси, рулет, сало, лашан ăш çăвне хунă посылкăна.

Çавăнпа çамрăк армеецсене каласа памалли сахалах мар-тăр отставкăри капитанăн. Паттăр хÿтĕлевçĕ-ентешсем тата вĕсене хавхалантаракан тыл ĕçченĕ-сем çинчен те...

Раиса ШУМОВА

Поделиться:
Распечатать