2025 çулхи январĕн 15—31-мĕшĕсенче «Холокост инкекне тÿснисене асăнмалли эрне» пычĕ. 2025 çул уйрăмах паллă — Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул тата Хĕрлĕ Çар 1945 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Освенцим вилĕм лагерьне ирĕке кăларнăранпа та 80 çул, ăна Холокост инкекне тÿснисене асăнмалли Пĕтĕм тĕнчери кун тесе паллă тăваççĕ.
Çак дата умĕн тата асăннă эрне картинче Тăвайри «Активлă вăрăм ĕмĕр» центрĕнче «Холокост: вăхăт иртми астăвăм» мероприяти пулнă. Унта пухăннисем Холокост этемлĕх историйĕнчи чи тискер преступленисенчен пĕри, тĕнчери чи пысăк геноцид пулса тăнине палăртнă. Нацистсен Освенцим концлагерĕнче асапланакансене Совет çарĕсем шăпах çĕнтерÿллĕ 1945 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче хăтарнă. Холокост пек тискерлĕх çĕр çинче текех нихăçан та ан пултăр — çакна ялан асра тытмалла. Мероприятие хутшăннисем юлашкинчен фашистсен аллинчен пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăнă.
Наталия ФЕДОРОВА, халăха социаллă пулăшу паракан центр