Çанталăк кăçал тĕлĕнмелле улшăнса тăрать. Çумăрĕ те, юрĕ те çăвать.
Акă, юлашки кунсенче çумăр çурĕ те юра хăш-пĕр çĕрте веçех ирĕлтерсе ячĕ. Анчах та çулсем çав-çавах пăрлаклă. Çулсене пăхсах тăраççĕ-ха. Вăхăтра хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапаççĕ. Хăш-пĕр çĕрте вара пăр йăлтăртатсах выртать. Утма питĕ кансĕр, уйрăмах пире, ватă çынсене, хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултарать.
Асăрхануллă пулнине тата тимленине нимĕн те çитмест. Май килнĕ таран картиш территорийĕсенчи çулсемпе подъезд умĕсене, организаци-учреждени çурчĕсене кĕнĕ çĕре хăйăр сапсан аванччĕ.
Тăвай ялĕнчи кĕмĕл волонтерсем