1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 25 Март 2025 г.
31 января 2025 г. 9:22

Курмалла ан пултăр

Январĕн 27-мĕшĕнче Ленинград блокадине татнăранпа 81 çул çитнĕ ятпа округра тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Енĕш Нăрвашри культура çурчĕпе библиотека ĕçченĕсем «Вĕсем сивве те, выçлăха та çĕнтернĕ» паттăрлăх урокĕ, Холокост инкекне тÿснисене асăнса «Кун пекки нихçан та ан пултăр» истори сехечĕ ирттернĕ.

Ленинград блокади 872 куна тăсăлнă — 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчен 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕччен. «Блокада Ленинграда» документлă фильмпа «Детям блокадного Ленинграда» видеоролик çав вăхăтри хулан йывăр пурнăçĕ-пе паттăрлăхне кăтартса панă. Мероприяти пынă вăхăтра «Блокадăри çăкăр» патриотла акцие хутшăннă. Унăн символĕ — блокадниксене карточкăпа талăксерен нормăпа 125-шер грамм çăкăр пани. Шкул ачисем те çăкăр паекне илнĕ. Çакă вĕсене Тăван çĕршыва юратмалли, çĕр çыннин ĕçне хисеплемелли, çăкăра упрамалли çинчен аса илтерсе тăрĕ.

Çав кун, 1945 çулта, совет çарĕсем гитлеровецсен чи пысăк Освенцим концлагерьне ирĕке кăларнă. Фашизм этемлĕ-хе хур тата хаярлăх кÿнине манмалла мар. Çак шухăша тĕпе хурса йĕркеленĕ те истори сехетне.

Зоя ВАСИЛЬЕВА, Енĕш Нăрваш ялĕ

Поделиться:
Распечатать