• 2024 çулта Тăвай округĕнче Республика кунĕ анлăн иртрĕ. Ăна хатĕрленсе Тăвай ялĕн сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăннă: администраци çурчĕ умĕнче хăтлă çĕнĕ сквер хута кайнă, тĕп урамăн икĕ енĕпе чечексен конструкцийĕсем илем кÿнĕ, çĕнĕрен асфальтланă çулсем, тротуарсемпе площадкăсем... Тăвайри халăх таврапĕлÿ музейне тĕпрен юсав туса çĕнетнĕ. Чутей ялĕнче сыр тата сĕтрен тĕрлĕ юр-вар хатĕрлемелли цех уçăлнă тата ытти те.
• Кăçал вара Республика кунне Етĕрне хулинче паллă тăвĕç. Етĕрнесем те çак чаплă уява тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илме тăрăшаççĕ.
• Кăçалхи март пуçламăшĕнче Тăвай районне тунăранпа 90 çул çитет, ăна 1935 çулхи мартăн 1—2-мĕшĕсенче рабочисемпе хресченсен тата хĕрлĕармеецсен депутачĕсен пĕрремĕш съездĕнче туса хунă. Вăл вăхăтра унта 33 ял шутланнă, 31156 çын пурăннă. Тăвай округĕ (районĕ) Чăваш Республикин хĕвел тухăç енче вырнаçнă, Тутарстан Республикипе, Канаш тата Вăрмар округĕсемпе чикĕленет. Çĕр лаптăкĕ 52,5 пин гектар.
• 2024 çулхи ăнăçлă инвестпроектсен шутĕнче — «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ икĕ промышленноç паркĕ: «АБАТ» тата «Машзавод». «АБАТ» апат-çимĕç промышленноçĕ валли суту-илÿпе технологи оборудованийĕ кăларать, «Машзавод» индустри паркĕ машиностроени тата металл тирпейлес енĕпе ĕçлет. Иккĕшĕн те инвестицисен калăпăшĕ пысăк. Парк территорийĕнче тĕрлĕ продукци кăлараççĕ. Сăмахран, «Техма-Агромаш» аграрисене сеялкăсемпе тивĕçтерет, хăмла пухакан комбайнсем, автобетононасуссем тăвать. «Техноприбор» склад тата лифт системисемпе ĕçлет.
• Кăçалтан «Çемье» наци проекчĕ старт илчĕ, вăл 2030 çулчченех ĕçлĕ. «Çемье» наци проекчĕ ача çуратма тата воспитани пама лайăх условисем туса парассине, çемье институтне çирĕплетессине тĕпе хурĕ. Асăннă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе Чăваш Енре «Çамрăк мăшăр сертификачĕ» проект пуçарнă. Мăшăрланнă çамрăксем унпа усă курса хăйсен репродуктивлă сывлăхне тÿлевсĕр тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Сертификата ЗАГС органĕсем çамрăксем мăшăрланăва регистрациленĕ кун параççĕ. Унпа çамрăк çемье мăшăрланăва регистрациленĕ хыççăн çулталăк хушшинче усă курма пултарать. Мăшăра Президентăн перинаталь центрĕн пысăк квалификациллĕ акушер-гинекологĕсем, врач-урологĕсем йышăнаççĕ.
• Республикăра пурăнакан 284 пин çын — халăхăн 24,4 проценчĕ — ĕçлеме пултаракан ÿсĕмрен аслăрах çынсем. Пирĕн округра вĕсем — 3888 пин. Çак условисенче вĕсен хастар çулĕсене тăсма условисем туса пани питĕ пĕлтерĕш- лĕ. «Хастар вăрăм пурнăç» программăна пурнăçласа, республикăра «Манăн социаллă центр» брендпа йĕркеленĕ центрсен тытăмне те малалла аталантарасшăн. Халĕ республикăра çавнашкал 13 центр ĕçлет. Çывăх вăхăтра Муркаш, Тăвай округĕсенче тата иккĕ уçăлмалла. 2030 çул тĕлне вĕсем кашни муниципалитет окру- гĕнчех пулмалла. Йышăннă мерăсем çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕне 2030 çул тĕлне 77,48 çула çитерессине тивĕçтермелле. Халĕ вăл 73,21 çулпа танлашать.
• 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре бюджет сферинче ĕçлекенсен шалăвне 8,1 процент чухлĕ индексациленĕ.
Иван ГЛАДКОВ