Наркотиксене интернет-лавкка урлă сутассине йĕркеленĕ ушкăн çак кунсенче приговор итленĕ. 8-тан пуçласа 13,5 çул таран çирĕп режимлă колонире пулĕç. Хăшĕсен çийĕнчен штраф та тÿлемелле.
Улатăр çыннисен саккунсăр çак «бизнесĕ» Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн сотрудникĕсен куçĕ тĕлне 2022 çултах лекнĕ. Оперативлă шырав мероприятийĕсем йĕркеленĕ май вĕсем ушкăнпах ĕçленине палăртнă. Çак тĕллевпе çамрăк çынсем интернет-лавкка йĕркеленĕ, синтетика наркотикĕсене ютран илсе килсе ун урлă сутнă. Каччăсене тытса чарнă, вĕсен килĕнче ухтару ирттерсе «наркăмăша» виçсе пĕчĕк хутаçсене тултармалли чĕркемсем, ытти хатĕр тупнă.
Следстви çак ушкăнри пилĕк çын (вĕсене следстви пынă вăхăтрах пурне те арестленĕ) Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле тата Шупашкар хулисенче наркотик сутнин тата сутма тăнин 70 ытла тĕслĕхне палăртнă.