1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
31 января 2025 г. 10:14

Степановнасен ырă тĕслĕхĕ

Çак кунсенче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене гуманитари пулăшăвĕ парассипе, хÿтĕлев хатĕрĕсем çыхса ырă тĕслĕх кăтартнăшăн Тăвай округĕнчи ыркăмăллăх центрĕсен ячĕпе çар командованийĕн-чен çичĕ Тав çырăвĕ килнĕ. Вĕсен хушшинче Н.Максимова ертсе пыракан Çĕнçырмари хастар ушкăн та пур. Ял хастарĕсем таса та ăшă, халăх пуçарнипе туса лартнă культура вучахне пуçтарăнаççĕ.

сем çыхма тухаççĕ ялти хĕрарăмсем. Çĕршыв хÿтĕлевçисене мĕн чухлĕ те пулсан пулăшу кÿрсе çĕнтерĕве çывхартма вăй хураççĕ. Пĕртăван Степановнасем уйрăмах мухтава тивĕçлĕ. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ ыттисене хавхалантартăр,— редакцие шăнкăравласа пĕлтерчĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ В.М.Кириллова. — Ялта пурăнакан Елена, Ирина, Светлана, хуларан канмалли куна килекен Людмилăна шутласан, хÿтĕлев тетелĕсем çыхма харăсах тăватă пĕртăван «станок» умне тăни тата хăш ялта пур-ши? Ыттисем те пĕлччĕр вĕсем çинчен».

Çакăн хыççăн сатур хĕрарăмсемпе тĕл пулма васкарăм.

— Мĕнлерех калăплине, çулталăк вăхăтне кура мĕнлерех сăнламаллине хăйсем ыйтнă тăрăх çыхса яратпăр,— калаçăва хутшăнчĕ ĕçе маларах çитнĕ тăвансенчен пĕри Елена Андреева. — Фронтпа тыл пĕр пулни çитĕнÿ тума май панине туйса ĕçлетпĕр.

Хăй вăхăтĕнче вăл «Алдиаровский» хуçалăхра бухгалтерта тăрăшнăскер, каярах предприниматель ĕçне пуçăнса ялта магазин та тытнă. 2 ывăл çитĕнтереççĕ мăшăрĕпе. Ытти тăванĕсемпе паллаштарма ыйтсан, Ирина Иварбеева врач офисĕнче санитаркăра тăрăшнине, хĕрпе ывăл пăхса ÿстернине пĕлтерчĕ. Людмила — асли, хулара пурăнать. Типографири сиенлĕ ĕçрен канăва тухнă. Килте ларма пултараймасть. Вăл та хăнăхнă сетка çыхассине.

— Пирĕн ĕç кирлине туйса тăни пĕрлештерет те ялти хĕрарăмсене. Ырă ĕçе пĕр кун сиктермесĕр тухатпăр. Вăрçă мĕнне хамăр та лайăх пĕлетпĕр. Шăллăм Юрий Степанович Чечняри вĕри точкăра 5 хутчен пулнă. Уншăн сахал мар пăшăрханнă. Халĕ унăн мăшăрĕ Люда пирĕн- пе пĕрле. Пĕр шухăшлă пулсан çĕнтерÿ хăвăртрах çывхарĕ,— сăмах хушрĕ Светлана Порфирьева. Тăвай енре чылайăшĕ паллать ăна. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта нумай çул бухгалтерта ĕçленĕскер, Элпуç шкулĕнче завхоза вырнаçнă. Мăшăрĕ- пе хăйсен 2 ачине тата усрава илнĕ 4 ачине ура çине тăратнă.

Пысăках мар ялшăн илсен пулăшу ĕçне хутшăнакансем сахалăнах та мар. Ирина Петрова, Нина Максимова, Лидия Сергеева, Татьяна Кобякова, Мария Сергеева салтаксене пулăшассине хăйсен тивĕçĕ тесех шутлаççĕ.

«Аслисен тĕслĕхĕ шкул ачисене те куçнă, ав,— кăмăлтан сăмах хушрĕ ушкăн ĕçне йĕркелесе пыракан Надежда Максимова. Унăн амăшĕ Светлана Константинова вĕрентекен ертсе пынипе ачасем клуба васкаççĕ. Вĕсемшĕн окоп çуртисем тăвасси — пĕрлехи пысăк ĕç тата яваплăх. Шуç банкăсем пухма шкулĕпех явăçнă. Пĕр килти Дария, Александра, Мария Димитриевасем, Вадим Максимов, Есения Максимова окоп çуртисем тăвассипе пысăк ăсталăхлă. «Мĕнпур вăйран пулăшмалла пирĕн те çар çыннисене»,— теççĕ çамрăк волонтерсем çĕкленÿллĕн.

Юнашарти Нÿшкасси ялĕнче те, Çĕнçырмара ăсталăх занятийĕнче ĕç вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ хыççăн, иртнĕ эрнере маскировка тетелĕсем çыхма пуçăннă.

Юлашкинчен Степановнасем патнех таврăнар-ха. «Ĕçре те, пуçарура та, пултарулăхра та маттур вĕсем»,— терĕç ыр кăмăллăх ĕçĕн волонтерĕ-сем. Сассисем уçă та янăравлă, чăваш юррисене, йăли-йĕркисене мала хураççĕ. «Светлана пуринчен те ăсти пирĕн ку енĕпе»,— терĕç пĕр тăван хĕрсем. Çемйисемпе фольклор ушкăнне çÿренине, конкурссене хутшăннине аса илчĕç. Тăвайри культура çуртĕнче иртнĕ юрăçсен смотрĕ вăхăтĕнче Шупашкарти корреспондент пултаруллă çемьесемпе кăсăкланнă май, сăн ÿкерсех республика хаçатĕн-че кăларнă иккен вĕсене ачисемпе.

Çапла, ялта йăва çавăрнă пĕртăван Степановнасен çемйисем уяв-нимере те яланах пĕрле, ял-йыша та пулăшма вăхăтне тупаççĕ. Халĕ вара çĕнтерĕве çывхартма тылра вăй-халне хĕрхенмесĕр хăйсенчен мĕн килнине тăваççĕ.

Çакăн пек харсăр хĕрарăмсем пуртан ял пурăнать, аталанать, часах хÿтĕ- левçĕ-салтаксем те чĕрĕ-сывă таврăнасса шанма пулать. Ахальтен каламаççĕ пулĕ: «Хĕрарăмсем — ял управçисем»,— тесе.

 

Раиса ШУМОВА

Поделиться:
Распечатать