Тăвай муниципалитет округĕнче Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин Çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотизм Çулталăкне уçассине халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Унта Чăваш Ен патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, ЧР Пуçлăхĕн çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен Управлени начальникĕ Кирилл Лукин, Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, вăрçă, ĕç тата право сыхлав органĕсен ветеранĕсен районти Канашĕн председателĕ Римма Гурина, ветерансем, шкул ачисем тата округра пурăнакансем хутшăннă.
Олег Ломоносов хăйĕн сăмахĕнче çитĕнекен ăру Çĕнтерĕве мĕнле йывăрлăхпа тунине пĕлсе тăни тата асра тытни питĕ кирлине палăртнă. «Пирĕн вăл вăхăтри хăрушă тата пĕр вăхăтрах паттăр çулсене ĕмĕрлĕхе асра тытма мĕн кирлине пĕтĕмпех тумалла. Кăçалхи çул пирĕн асаттесемпе аттесен паттăрлăхĕпе ырă ĕçĕсем тата хальхи вăхăтра Тăван çĕршыва, пире хÿтĕлекен çар çыннисен хастарлăхĕ çинчен нумай лайăххи илсе килтĕр»,— тенĕ Олег Анатольевич.
Вăл Тăрмăш ялĕнчи тыл ĕçченĕн Екатерина Скворцован (сăн ÿкерчĕк-ре) кăкăрĕ çине «Аслă Отечествăлла вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул» юбилей медалĕ çакнă.
Раççейĕн тата Чăваш Республикин ялавĕсене çĕкленĕ, çĕршыв тата регион гимнĕсем янăранă.
Унтан концерт лартса панă вырăнти пултарулăх коллективĕсем, Тăвайри çамрăксемпе искусство шкулĕн-че вĕренекенсем тата ветерансен хорĕ, праçнике тата патриотизм темине халалланă юрăсем шăрантарнă, флэшмоб кăтартнă. Паттăрлăх темипе çыхăннă ытти мероприятисем, картинăсен куравĕ, мастер-класс иртнĕ.
Галина ЕГОРОВА