Тăрмăш ялĕн историйĕпе кăсăкланакансем ялта та, тĕрлĕ хулара та пурăнаççĕ. Вĕсем кăçал Раççейре Тăван çĕршыва хÿтĕлекенĕн çулталăкĕ пулнă май, уйрăмах Аслă вăрçă вăхăтĕнче ĕçлесе пурăннă е фронтра çапăçнă ветерансене аса илеççĕ, кун-çулĕсене тĕпчеççĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарта пурăнакан пирĕн ентешсем Иван Григорьевич Григорьев фронтовика 101 çул тултарнă ятпа килне кайса саламларĕç.
01 çул тултарнă ĕçпе тыл ветеранне шыраса тупрăмăр. Ун çинчен çырса пĕлтерни ентешсемпе унăн тăванĕсене пĕлме интереслĕ пулĕ.
Клавдия Васильевна Степанова 1923 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче Тăрмăш ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. 8 ачаран вăл улттăмĕш пулнă. Икĕ пиччĕшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă, пĕри çапăçу хирĕнче пуçне хунă. Пĕчĕк Клавăна Хучель ялне пуçламăш класа вĕренме янă, çав вăхăтрах вăл хăйĕн учителĕн ачине пăхса пурăннă. Степановсен çемйи 1936 çулта Микушка ялне пурăнма куçнă.
5—8-мĕш классене Клава Енĕш Нăрваш шкулĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн 1940 çулта Канашри медучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Училищĕне Сĕнтĕрвăррине куçарнă хыççăн 1942 çулта унтан фельдшера вĕренсе тухнă. Ăна запасри кĕçĕн лейтенант çар званийĕ панă. Пирĕншĕн, паян пурăнакан ăрушăн, çав хаяр вăрçă вăхăтĕнчи пурнăç çинчен аса илсе каланисем çав тери хаклă. Клавдия Васильевна асаилĕвĕсем чуна пырса тивеççĕ: «Фельдшера вĕренме 280 ача пуçăннăччĕ, 57-ĕн вĕренсе пĕтертĕмĕр, арçын ачасем пурте вăрçа тухса кайрĕç. Кăнтăрла вĕренеттĕмĕрччĕ, каçхине фронтсенчен аманса килнĕ салтаксене госпитале вырнаçтараттăмăрччĕ, вĕсене пăхаттăмăрччĕ».
1942—1943 çулсенче вăл Сĕнтĕрвăрринчи шкул çумĕнче уçнă больница уйрăмĕн ертÿçинче ĕçленĕ. «18 çын персонал 25 чирлĕ çынна сиплеттĕмĕрччĕ. Больницăн 2 лаша, 2 ĕне тата 50 гектар çĕр пулнă. Выльăхсене пăхмалла, çынсене ĕçлеттермелле тата çĕр ĕçне тумалла пулнă. Ленинград блокадинчен 320 ача илсе килчĕç, шкул çуртне вырнаçтарчĕç, 36 ачана çăлса хăвараймарăмăр. 1943 çулта шатраллă тиф чирĕпе чирленĕ 80 çынна пурне те сыватрăмăр»,— тет çав çулсене куç умне кăларса.
Çав вăхăтсенчех халăха ĕç фронтне те явăçтарнă, Чулхула — Хусан хÿтĕлев трактне, окопсемпе блиндажсем тума хутшăнтарнă. Клава та унта ĕçленĕ, çав вăхăтрах фельдшер ĕçĕсене туса пынă. «Вăрманта, уйра, ăçта ĕçленĕ, çавăнта çĕр каçаттăмăрччĕ. Кăвайт чĕртсе ăшăнаттăмăрччĕ, унтах апат пĕçереттĕмĕрччĕ. Уйăхра пĕрре мунча хутса çăвăнма киле яратчĕç».
К.В.Степанова 1944 çулта Енĕш Нăрваш ялне фельдшер амбулаторине ĕçлеме куçнă, кайран Канашри чукун çул больницинче лабораторинче вăй хунă. «Нăрваш ялĕ пысăкчĕ. 1005 килти, 17 колхоз бригадинчи çынсене пăхса тăмаллаччĕ (кÿршĕ ялсене те шута илнĕ пулмалла). 1945 çулта 60 ача çуратма пулăшса, пурте чĕрĕ-сывă çитĕнчĕç. Çĕнтерÿ кунĕн- че яланхи пекех килсем тăрăх çÿреттĕмччĕ. Амбулаторине таврăнсан хĕрсем сĕтел çине праçникри пек юр-вар хатĕрленине асăрхарăм. Вара вăрçă пĕтни çинчен пĕлтерчĕç. Çав тери савăнăçлă кун пулчĕ пуриншĕн те»,— каласа парать мухтавлă ентешĕмĕр.
Вăрçă хыççăн Клава Юмансар каччипе пĕрлешет, хушамачĕ Белкова пулать. Анчах çемье пурнăçĕ ăнман курăнать. Уйрăлаççĕ. 1966 çулта хĕрĕпе тата ывăлĕпе Коми республикине пурăнмаллах тухса каять, 1983 çулччен больницăра ĕçлет, тивĕçлĕ канăва тухать. «Ĕмрипе тÿрĕ кăмăллă пулнă, пĕр ĕçрен те пăрăнман, темле йывăрлăха та чăтса ирттернĕ»,— тет тылпа ĕç ветеранĕ.
Клавдия Васильевна «1941 — 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейлă тата «Ĕç ветеранĕ» медальсене тивĕçнĕ. Паянхи кун сывă, тарават, хăйне хăй пăхса пурăнать. Хăех апат пĕçерет, çăвать. Хĕрĕ (вăл Канашри педучилищĕре вĕреннĕ, вара Шупашкарта пединститут пĕтернĕ, вырăс чĕлхи вĕрентнĕ, 76 çулта, пĕлтĕр канăва тухнă) уйрăм пурăнать, çавах та кашни кунах амăшĕ патне кĕрсе тухать, пăхсах тăрать, пулăшать. Çавăн пекех ун патне мăнукĕ тата икĕ кĕçĕн мăнукĕ час-часах ытти хуласенчен хăнана килсе çÿреççĕ. Хĕрĕ тата аппăшĕн хĕрĕ каланă тăрăх, Клавдия Васильевна 99-та хăех çĕрулми лартса кăларса илнĕ, 90-ра вăрмана кăмпа-çырла пуçтарма çÿренĕ. Унран биографине ыйтса пĕлнĕ чухне вăл Тăрмăшра пурăннă тата паянхи кун та пурăнакан Матросов тăванĕсене аса илчĕ, пысăк салам калама хушрĕ, фотосем тата видеосем ярса пачĕ. Видеора лайăх калаçать, утать-çÿрет. «Каçхине 12-рен ирхине 6 сехетчен телевизор курса ларатăп, мĕнпур политикăна пĕлетĕп» ,— тет сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ.
Эпир, ентешсем, Клавдия Васильевнана, йывăр çулсене чăтса ирттернĕ çынна, вăрçă вăхăтĕнче вăй хурса ĕçленĕ, çĕнтерĕве май килнĕ таран çывхартнă ĕç ветеранне 102-мĕш çула каçнă май чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. Ырлăх-сывлăх, лăпкă кун-çул, иксĕлми телей сунатпăр, Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ май саламлатпăр. Чирлемесĕр, утса çÿресе татах та нумай пурăнмалла пултăр сирĕн.
Тăрмăш ялĕн таврапĕлÿçисен ячĕпе
Вячеслав СИДОРОВ