1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 22 Февраль 2025 г.
31 января 2025 г. 8:58

Улталанасран сыхланăр

Шупашкарта 42 çулхи пĕр хĕрарăм иртнĕ çулхи октябрьте интернетра Кăнтăр Корея «актерĕпе» çыхăну тытма пуçланă.

Хайхискер ыр кăмăллăхĕпе палăрать иккен, çавна май Раççее япаласем ăсатма хатĕрленнĕ. Укçа-тенкĕ енчен хĕсĕннĕ пирки СШАри çуртне сутма тивнĕ, япалисене чикĕре тытса чарнă-мĕн.

Хĕрарăм 280 пин тенкĕ кредит илсе пулăшма васканă, укçине ыйтнă çĕре ăсатнă. «Шупашкара çитмелли кун» арçынран тепĕр çыру çитнĕ — хайхи 365 пин тенкĕ ыйтнă. Çакăн хыççăн тин куçĕ уçăлнă хĕрарăмăн.

Поделиться:
Распечатать