Çав тери пуян историллĕ пирĕн юратнă Тăвай ен. Вăл миçемĕш çулта административлă территори тытăмĕ пулса кайни пирки тĕпчевçĕсем тĕрлĕ-рен палăртаççĕ. Энциклопедисенче Тимеш (Тăвайăн малтанхи ячĕ) вулăсне XVI ĕмĕр вĕçнерех йĕркелени çинчен çыраççĕ. 1552 çулта, Хусан ханлăхĕ пĕтсен, Сĕве уесĕ туса хунă. Кăшт каярах, 1581 çулта унăн тытăмĕнче Тимеш вулăсĕ те пулнă.
1638 çулта вулăса çак ялсем кĕнĕ: Турмышево, Янтикова, Алибаши (Чÿк-çырми), Бузаево (Вăрманхĕрри), Беляева, Алдеярова, Апонасово (Элекçей Тимеш, Елчĕк р-нĕ), Тяребердеево (Çăлпуç), Яншихово, Другое Турмышево (Малые Турмыши), Яковлева (Лачкассси), Тенеева.
1747 çулхи ревизине тишкерсен вулăс йышне асăннисемсĕр пуçне Яндырчи (Йăнтăрчă), Уразлина, Антикова (Аслă Пăла Тимеш, Елчĕк р-нĕ), Уразметева (Тăрмăш, Елчĕк р-нĕ), Малая Ерыкла (Тип Тимеш, Елчĕк р-нĕ), Тораева (Анатри Тимеш, Елчĕк р-нĕ), Ивашкина (Йăвашкел, Комсомольски р-нĕ), Темеш Камаева поля (Чăваш Тимеш, Йĕпреç р-нĕ) ялĕсене кĕртнĕ.
1860 çултанпа Çĕрпÿ уесĕнчи 12 вулăс хушшинче Архангельски Тăвай вулăсĕ пулнă, унта хальхи округри 19 ял кĕнĕ. Ячĕ Тăвай чиркĕвĕн престолне Михаил Архангел ячĕпе сăвапланипе çыхăннă. Çак ятпа вăл 1917 çулччен пулнă. Çакна та каласа хăварас-ха: пирĕн вулăс ячĕ вăл вăхăтра алфавитпа пĕрремĕш йĕркере тăнă.
1917—1927 çулсенче 21 яла Тăвай вулăсĕ хăй хÿттине илнĕ.
Тĕлĕнмелле, Тăвай тăрăхне вырăс патшалăхĕ хăйĕн территорипе, тавралăхпа хуçаланма 350 çул хушши ирĕк панă. «Волость» сăмах вырăс чĕлхинче «власть» тенине пĕлтерет.
Калас пулать, XIX ĕмĕрте хальхи округ территоринче 1860 çулччен Тĕмер вулăсĕ те пулнă. 1925 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче Кивĕ Терпит (Старое Тябердино, Тутар АССРĕ) вулăсне Тĕмер вулăсĕ ят параççĕ.
Анчах вăл чылай вăхăт тытăнса тăрайман, 1927 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинче административлă территори тытăмне тĕпрен çĕнетсе районсем туса хураççĕ. Тăвай тата Тĕмер вулăсĕ-сен йышĕнче пулнă 22 яла Канаш, 10 яла Вăрмар районĕсем çумне çирĕп-летеççĕ.
1929 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче Çĕнĕ Ишпуç ялне Тутар АССРĕнчен Чăваш ене куçараççĕ. Ăна ТАССР-а 1921 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче панă пулнă.
1935 çулта Чăваш АССРĕн Тĕп ĕçтăвкомĕ çĕнĕ районсем йĕркелесси çинчен йышăну кăларать. Январĕн 28-мĕшĕнче йĕркелÿ комитечĕсем туса хураççĕ, вĕсен представителĕ-сене январĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарта пуçтараççĕ. Февралĕн 7-мĕшĕнче çĕнĕ районсенче парти пухăвĕсем, февралĕн 23—28-мĕшĕсенче ял Совечĕсен пленумĕсем пулса иртнĕ. Мартăн 1-мĕшĕнче районти Советсен анлă пухăвĕнче ертсе пыракан тытăмсене çирĕплетнĕ.
Çак историллĕ самант пирĕншĕн паллă дата — Тăвай районĕн çуралнă кунĕ вăл — 1935 çулхи мартăн 1-мĕшĕ. Çĕнĕ района 33 ял, 20 ял Совечĕ кĕнĕ.
1952 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче Хучел тата Микушка ялĕсене Канаш районне куçарнă.
1962 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш республикинче татах административлă территори тытăмне улшăнусем кĕртеççĕ. 1965 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕччен района пĕтереççĕ. Эль шывĕнчен сулахайра вырнаçнă ял Совечĕсем Вăрмар районне куçаççĕ, сылтăмрисем — Канаш районне. Района каялла тавăрсан, унăн йышĕнче 20 ял Советне 31 ял кĕнĕ. Унтанпа ял шучĕ улшăнман.
Çапла вара, Тăвай районĕ пирĕн сăпкалăх, пирĕн çамрăклăх, пирĕн хисеплĕ ватлăх вăхăчĕ пулса 85 çул пурăнчĕ.
Сăмах май каласан, «район» — французсен сăмахĕ, вĕсем ăна латинран илнĕ, «Радус» тенине пĕлтерет. Радиус çаврашкан пĕр-пĕр пăнчине варринчипе пĕрлештерет. Варринчи пăнчă «центр» пулать ĕнтĕ. Çаврашка ăшĕнче мĕн пур, веçех район территорине лекеççĕ. Апла, «Тăвай тавралăхĕ», «Тăвай таврашĕ» пĕлтерĕш-сем район çинчен каланă чух, тен, вырăнлă та пулĕ...
2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче районтан муниципаллă округ туса хунă. Асăрхăр, «округ» сăмах каллех «çаврашка» ăнланупа çыхăннă. Округ туса хунин тĕп ылмашăвĕ: пĕр пуçлăх, пĕр суйлавлă округ, пĕр администраци, пĕрлештернĕ бюджет, территорисен аталанăвĕн пĕрлĕхĕ. Округра 10 территори пайĕ.
Ялсен шучĕпе эпир Шăмăршă районĕпе танах — 31-шер, чи пĕчĕккисем. Çĕр лаптăкĕ пирĕн 524 тăваткал çухрăм, пирĕнтен сахалраххисем — Куславкка округĕ — 516, Красноармейски — 456. Çын шучĕ (2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне) Тăвай округĕн- че — 12239, Шăмăршă таврашĕнче — 11611, Пăрачкав енче — 10452.
«Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине мĕн çитет?» — теççĕ-и-ха халăхра.
Мĕн чухлĕ шыв юхрĕ пулĕ, сăртсем сĕвекленчĕç, çĕнĕ çырма-çатрасем çуралчĕç, вăрман-улăхĕ сайраланчĕ, çын сăн-сăпачĕ те улшăнчĕ. Анчах Тăвай тавралăхĕ Етĕрне, Çĕрпÿ вулăсĕ- семпе тан тăватă ĕмĕр ытла административлă территори тытăмĕ пулса малалла талпăнать. Татах та çапла пултăрччĕ!
Владимир ШАКРОВ, таврапĕлÿçĕ
Тăвай ялĕ