1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 23 Февраль 2025 г.
31 января 2025 г. 9:00

Ытларах ÿсĕрле пулать

Практика çакна кăтартса парать: преступленисенчен ытларахăшĕ ÿсĕрле пулать.

Тĕслĕхрен, Вăрмар муниципалитет округĕнче пурăнакан, ÿсĕр пуçпа хăй паллакан çынпа тавлашса кайса, стамеска (ийе) илнĕ те ăна темиçе тĕлтен чиксе йывăр суранлатнă, çавна пула çын вилсе кайнă. Следстви органĕ пухнă доказательствăсем тăрăх, суд айăплав приговорĕ кăларнă, çынна вĕлерекене 9 çул ирĕкрен хăтарнă тата çирĕп режимлă юсав колонине яма йышăннă.

Халăха анлă пăлхатнă тĕслĕхсене уçса парассипе те çине тăраççĕ следовательсем. Сăмахран, 2025 çулхи январь пуçламăшĕнче Хĕл Мучи костюмĕ тăхăннă çын Канаш хулинчи предпринимателе вĕлернĕ тĕслĕхпе пуçарнă уголовнăй ĕçе тĕпчеççĕ. Çак ĕçпе Канаш муниципалитет округĕнче пурăнакан çынна тытса чарнă, арестленĕ, айăплав тăратса, хупса лартнă. Следстви ĕçĕсем малалла пыраççĕ, тĕпчевре криминалистикăн ку чухнехи пысăк технологи хатĕрĕсемпе усă кураççĕ.

Владислав КОННОВ,

Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи

Поделиться:
Распечатать