1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 14 Октябрь 2025 г.
10 октября 2025 г. 10:43

Ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕ

Нÿшкассинчи çак илемлĕ те тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, харсăр хĕрарăма никам та хăй çулне памасть пулĕ тетĕп. «Чипер те пурнăçа юратакан çын час ватăлмасть»,— тенине тăтăшах илтме пулать халăхра. Кăçал çуркунне Зоя Дмитриевна Семенова 85 çул тултарчĕ (сăн ÿкерчĕк- ре сылтăмри аппăшĕпе Зинаида Дмитриевнапа). Час-часах кĕрсе тухнăран нихăçан та ахаль ларнине курман ăна.

Урамри хапхаран кĕрсенех картишĕнчи тирпейлĕхе асăрхатăн. Пÿртре вара йĕри-тавра тĕрĕ, диван çивиттийĕ, урайĕнчи кавирсем те хăй çыхнисем, тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен эрешленĕ вĕсене. Пÿлĕмри чечексем те куçа илĕртеççĕ.

Калаçу çăмхине сÿтнĕ май Зоя Дмитриевна пысăк çемьере ÿссе çитĕннине пĕлтерчĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Дмитрий Григорьевичпа (1909 çулхи) Иульяна Лукинична (1906 çулхи) 9 ача çуратнă. Зоя — улттăмĕш, 1940 çулта çут тĕнчене килнĕ. Халĕ 9 пĕртăванран иккĕн кăна пурăнаççĕ.

Зоя ачаранах ĕç çумне çыпăçса ÿс-нĕ. Ашшĕ Д.Григорьев чукун çул çинче тата вăрман хуçалăхĕнче лесокультурникре ĕçленĕ. Ÿсерехпе хĕрача Энĕшпуçĕнчи чукун çул станцине тăтăшах çÿренĕ. Темшĕн илĕртнĕ ăна пуйăссен сассипе çула тухакансене вакунсем умĕнче кĕтсе илекен проводниксен ĕçĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра колхозри ĕçсенчен пĕрре те юлман. Ĕçлесе илнĕ укçине шкула кайма кĕнеке, хут-кăранташ, тум туянма пĕтĕмпех амăшне панă. «Укçа хакне пĕлсе ÿснĕ эпир,— тет ĕç ветеранĕ. — Ачасене те укçа-тенке хаклама вĕрентнĕ».

Пĕве кĕнĕ хĕр проводницăна ĕçлеме вырнаçнă. Пулас мăшăрĕ Алексей Семенович Семенов унпа пĕр ялтах çуралса ÿснĕ. Йĕппи хыççăн çиппи тенĕ пек, юратуллă çамрăксем пĕр-пĕ-ринсĕр пурăнайман. Упăшки те проводник пулса Зойăпа пĕрле поездпа Уфа еннелле çÿренĕ. Пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пымашкăн хисеплени, ăнланни пулăшса пынă вĕсене.

Çак туслă мăшăр 5 ачана кун çути панă. Йĕркипе илес-тĕк, Альбина асли, повар ĕçне кăмăлланă, çемйипе Хусанта пурăнаççĕ. Светлана Свердловскра тĕпленнĕ, химипе технологи институтĕнче професси илнĕ. Ирина воспитателе вĕренсе тухнă. Вăрмар округĕнчи Чупай ялĕнчи ача садĕнче ĕçлет. Миша — энергетик, Тăвайĕнче, Алина çемйипе Норильск хулинче пурăнаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем пурăнма хавхалантараççĕ ăна тата алă ĕçĕ туни кичемленме памасть.

Зоя аппан мăшăрĕ çинчен аса илсен куçĕсем шывланчĕç. 43 çул пĕр çăвартан пурăннă-çке вĕсем. Çавăнпа пуль ырă сăнарĕ куç умĕнчен каймасть. «Пĕр-пĕрне çиленсе, сивĕ сăмахпа кÿрентерсе курман, ачасене пĕрле ĕçе явăçтарнă, — çирĕп çемье вăрттăнлăхне уçма тăрăшрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. — Пĕр кровать çинче выртса тăнăран, юнашар выртнă çĕрте вилсе кайрĕ мăшăрăм».

Алексей Семенович ял çинче сумлă çын пулнă.

«Аттепе анне пирĕншĕн — чи чаплă пуянлăх. Вĕсен ырă тĕслĕхне мала хуратпăр çемье пурнăçĕнче»,— теççĕ ывăл-хĕрĕсем. Вĕсем пурте мăшăрлă, аслисен пилĕпе пурăнма тăрăшаççĕ. Куç тулли 9 мăнукпа тата мăнукĕсен 6 ачипе савăнать паян ăшă чунлă асанне-кукамай.

Пирĕн сăмах Зоя кинемин йăмăкĕ Зинаида Дмитриевна çине куçрĕ. Вăл аппăшĕнчен 8 çул кĕçĕнрех. Çĕнçырмара тупнă Турă çырнине. Упăшкипе Юрий Иппатьевичпа ял интеллигенчĕсем пулнă. Вĕрентÿ ĕçне панă кун-çулĕ-сене, ачасене ăс парса шкул ĕçĕнченех канăва тухнă. Шел те, 51 çул шăкăл-шăкăл пурăннă хыççăн, Юрий Иппатьевич иртнĕ çул пурнăçран уйрăлчĕ. Савăнмалăх ачисем тăваттăн, пурте вĕреннĕ çынсем. 11 мăнукĕн-чен пĕринчен тепри маттур. Аслă мăнукĕ Андрей Мускавра пурăнать, икĕ дипломлă. Вĕренсе тухнăскерĕн айтишник ĕçне пуçăнмаллаччĕ. Ĕçе вырнаçиччен салтак пăттине тутанма шутланă ав, 4 уйăх ĕнтĕ çар службинче хÿтĕлевçĕ тивĕçне пурнăçлать. Екатерина Мускаври Косыгин ячĕллĕ университета хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Телекурав операторĕн тата монтажерĕн специальноçне алла илнĕ. Тепĕр 6 мăнукĕ шкулта лайăх паллăсемпе вĕренеççĕ, Аннапа Евгения та — пулас айтишниксем. Чи кĕçĕн мăнукĕ Даниэль ача садĕнче пултарулăхне кăтартать.

Калаçнă майăн сăмах вăрçă ачисем çине куçрĕ. Сахал мар тÿснĕ вĕсем хăй вăхăтĕнче. Аслисене май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Ялта халĕ вăрçă ачисем шутпа кăна юлнă.

Зоя Дмитриевнан мăшăрĕ пурнăçран уйрăлса кайни 20 çул та иртрĕ. Çапах хăйне телейлĕ тесе шутлать хĕрарăм. Алексей Семеновичпа çураçуллă пурăннă. Тĕпренчĕкĕсене юратуллă çемьере ÿстернĕ, тăтăшах тăван киле килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ амăшне. Ашшĕпе амăшĕн çемье телейĕ вĕсемшĕн те ĕмĕрех тĕслĕх пулнине палăртаççĕ.

Мария СОРКИНА, Çĕнçырма ялĕ

Поделиться:
Распечатать