Малашне республикăн Министрсен Кабинечĕн Тав хучĕпе те хавхалантарма тытăнĕç.
Ăна республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма хастар хутшăнакан, професси тивĕçĕсене пурнăçланă чухне тата общество ĕçĕнче тунă çитĕнÿсемшĕн уйрăм çынсемпе организацисен коллективĕсене парĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕ Тав хучĕн положенине 2025 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.