Хальхи ĕç эрни Тăвай муниципалитет округĕн администрацийĕнче анлă планеркăран пуçланнă, унта иртнĕ уйăхри тата эрнери ĕçсене сÿтсе явнă, малашлăх ĕçсене палăртнă. 2025 çулхи сентябрьти Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, активлисене наградăланă.
Планеркăра объектсене тата çулсене юсас ĕçри çитĕнÿсене палăртнă. Çав вăхăтрах пуçару бюджечĕн проекчĕсене пурнăçлассипе ĕçсем малалла пыраççĕ, çулсене хĕллехи тапхăрта пăхса тăма хатĕрленессипе тимлеççĕ.
Округра хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнă. Маларах социаллă объектсене, октябрĕн 1-мĕшĕнчен вара ытти потребительсене те ăшă панă.
Хальхи вăхăтра ялсене тасатса типтерлемелли кĕрхи санитари уйăхлăхĕ пырать. Унта çынсем активлă хутшăнасса шанаççĕ.
Ял хуçалăхĕнче уйсене сухалаççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлессипе малалла ĕçлеççĕ, выльăхсене хĕллехи условисенче усрама хатĕрленеççĕ.
Тĕп юсавпа хăтлăх проекчĕсене пурнăçлама хушма субсидисем уйăрнă. Шыв башнине юсама аукциона ăнăçлă ирттернĕ.
Ĕçпе тивĕçтермелли комплекслă мерăсене пурнăçа кĕртессине, ГТО комплексне пурнăçлассине тата «Пушкин картти» программăпа усă курассине сÿтсе явнă.
СВО участникĕсен çем- йисене паракан социаллă пулăшусем тата ытти тивĕçекен мерăсем тимлĕх- ре пулнă.
«Кадрсем» наци проекчĕн «Ĕçпе тивĕçтермелли активлă мерăсем» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлакан мероприятисемпе «Раççей ĕçĕн» Тăвайри кадрсен центрĕн ертÿçи Любовь Кузьмина информаци туса панă.
Округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов палăртнă мĕнпур ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлас задача лартнă.