«Педагог профессийĕ - çĕр çинчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ профессисенчен пĕри. Вĕрентÿ ĕçĕ - çитĕнекен ăрăва ăс, воспитани парасси, унăн тĕнчекурăмне йĕркелесси. Нимĕнле искусствăлла интеллект та учитель ĕçне улăштараймасть»,- тенĕччĕ Раççей вĕрентÿ министрĕ Сергей Кравцов çурла уйăхĕнчи конференцире видео-çыхăну урлă Чăваш Енри педагогсене тав туса.
Тăвай шкулĕнчи биологи вĕрентекен Альбина Михайлова çинчен каланăнах туйăнаççĕ çак сăмахсене. Çак шкулти ачасем Пĕтĕм Раççейри тĕрлĕ конкурссенче, олимпиадăсенче пысăк кăтартусене тивĕçсе республика чысне ăнăçлă хÿтĕлеççĕ. Вĕрентекенсем те Тăвайсен сумне çÿле çĕклеççĕ. Альбина Петровнана илсессĕн те, вăл хăех виçĕ хутчен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн гранчĕн лауреачĕ пулса ăста педагог пулнине çирĕплетнĕ.
- Альбина Петровна, ку сирĕн юратакан вĕренекен пулас,- тетĕп эпĕ кăçалхи июль уйăхĕн вĕçĕнче «Хура çăл» территорийĕнче иртнĕ республика пĕлтерĕшлĕ экологипе географи фестивалĕ вăхăтĕнче хĕрсех пĕр хĕр ачана темĕн ăнлантарнине сăнанă майăн.
- Вĕренекенсене пурне те пĕр пек пăхмалла, юратмалла. Оксана Степанова - Енĕш Нăрваш ялĕнчен. Кăçал вăтам шкул пĕтерсе Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕнĕ. Питĕ тăрăшуллă. Уроксем хыççăн юлса тепĕр икĕ сехет те вĕренме хатĕрччĕ.
- Апла сирĕн тивлет те пур хĕрача професси суйласа, ĕмĕтне пурнăçа кĕртнинче.
- Оксана тăван тавралăхпа кăсăкланать. Шкулпа сывпуллашнине пăхмасăр ырă чун-чĕреллĕ-скер çăлкуçсене тимлессипе республика шайĕн-че иртекен фестивале йĕркелекенсене пулăшма килнĕ. Ытти çĕртен хăнасем çитиччен кăçалхи ППЭра лекнĕ билетри заданисене тепĕр хут тишкерсе тухрăмăр унпа.
Çапла Альбина Михайлова нумай ачашăн вĕрентекен кăна мар, тус-юлташ та, ырă канаш-сĕнÿ паракан та. 45 çул вăл вĕрентÿ ĕçĕнче. Чăваш педагогика институтĕнче вĕренсе диплом илнĕ хыççăн пĕр çул Тăрмăшра ĕçленĕ, унтан паянхи кунчченех Тăвай шкулĕнче биологи предметне вĕрентет. Вăл - аслă категориллĕ педагог, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Çак хушăра муниципалитет, регион, Раççей шайĕнчи олимпиадăсен, ăслăлăх конференцийĕсен çĕнтерÿçĕ-призерĕсене мĕн чухлĕ хатĕрлемен-ши/
Унăн вĕренекенĕсем хушшинче наука кандидачĕ-сем, хисеплĕ врачсем, тĕрлĕ профессире палăрнă ĕçченсем. Манмаççĕ вĕсем хăйсен вĕрентекенне, ырă наставникне.
Тинтерех çеç хăйсем тĕллĕн пурнăç çулĕпе утма пуçланă яшсемпе хĕрсен вара ырри патне ăнтăлма хавхалантарнă учителĕпе канашламалли пурах. Тепĕр чухне ĕçри, вĕренÿри çĕнĕлĕхсемпе те унпа пайлаççĕ, чун пăшăрханăвне те уçаççĕ.
«Хам вĕрентнĕ ачасен юратăвĕ, хисепĕ - ĕçри чи пысăк хаклав, - терĕ Альбина Петровна.- Пирĕн ĕçре канлĕх çук. Анчах пĕрре те ÿкĕнмен шкул ĕçне суйланăшăн. Паян пулсан та кун-çулăма вĕрентекен профессийĕпе çыхăнтарнă пулăттăм».
Раиса ШУМОВА