2025 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннине халалланă чаплă церемони иртнĕ.
Мероприятие Раççей Прези-денчĕн федерацин Атăлçи округĕн- чи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Раççей Федераци Канашĕн членĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов тата Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Евгений Кадышев тата хула Пухăвĕн депутачĕсем, Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Станислав Трофимов, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий, Канаш тата Беловолжск епископĕ Стефан тата çавăн пекех федерацин территорири ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, Чăваш Республикин правительствин членĕсемпе регионти муниципаллă йĕркеленÿсен пуçлăхĕ-сем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем, общественниксем хутшăннă. Церемонире Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн официаллă итогĕсене пĕлтернĕ, Олег Николаев халăх ырлăхĕшĕн, Раççей тата Чăваш Конституцийĕсене парăнса ĕçлеме присяга панă. «Чăваш Республикин хаклă çыннисем! Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйла- вĕнче мана шаннăшăн пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп. Эсир активлă пурнăç позицине, тĕрлĕ енлĕ ĕçе - пысăккисене те, пĕчĕккисене те хутшăнма хатĕр пулнине кăтартса патăр. Регионти лару-тăрăва улăштарма палăртнă тĕллевсене, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес тата пухăннă проблемăсене татса парас тесен, вĕсем пурте кирлĕ»,- палăртнă Олег Алексеевич. Чаплă мероприяти вăхăтĕнче Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Олег Николаева регион пуçлăхĕн должноçне официаллă йышăннă ятпа саламланă. Хăйĕн сăмахĕнче полпред республика ертÿлĕхĕ умĕнче тăракан чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхне инаугураци майĕпе çавăн пекех Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Станислав Трофимов тата ыттисем саламланă. Аса илтеретпĕр, 2025 çулхи сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче Чăваш Енре республика Пуçлăхĕн суйлавĕ иртнĕ, унта Олег Николаев çĕнтернĕ, 67,06 процент сасă пухнă. Халăх ырлăхĕшĕн ĕçлеме тупа тунă хыççăн регион Конституцийĕпе килĕшÿллĕн, Олег Николаев Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнни çинчен калакан Указа алă пуснă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов республика ертÿçине должноç знакне панă.