Кашни çулах юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче ваттисен кунне паллă тăватпăр. Кăçал та выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветстанцире, ялсенчи ветучастоксенче ĕçленĕ ветерансем çак праçнике пухăнтăмăр.
Малтанах ветстанци пуçлăхĕ Геннадий Уткин аслă ăру çыннисене праçник ячĕпе саламларĕ, иксĕлми вăй-хал, çирĕп сывлăх сунчĕ. Часах сумлă пенсионерсене хавхалантарма округри ветерансен «Шанчăк» ушкăнĕ те килсе çитрĕ. Вĕсене Геннадий Петрович ятарласа чĕнсе илнĕ иккен. Хора ертсе пыракан Римма Маркова кĕмĕл волонтерсен ячĕпе салам сăмахĕ каларĕ, Тăвай ен аталанăвне курăмлă тÿ-пе хывнăшăн чун-чĕререн тав турĕ.
Илемлĕ вырăс та чăваш юррисем пулчĕç репертуарта. Концерта ертсе пыракан Валентина Александрова вара шÿтсемпе кăмăла çĕклерĕ.
Ветстанцире ĕçлекенсем вĕри апатпа сăйларĕç. Аслă ăрури ветеринарсем стена çинчи сăн ÿкерчĕк-семпе паллашса иртнĕ çулсене аса илчĕç. «Çитес çул та тĕл пуласчĕ, тĕрĕс-тĕкел пурăнасчĕ»,- тесе уйрăлчĕç.
Валентина ЛАВРОВА,
Мучар ялĕ