Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси хальлĕхе çивĕч ыйтусен йышĕнчех-ха. Республика Правительстви вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕр лаптăкĕсене тупса палăртассипе тимлет. Ун пеккисене муниципалитетсен харпăрлăхне куçараççĕ. 10 çулта усă курман 144 пин гектар çĕре çаврăнăша кĕртнĕ.
Усă курман çĕрсен лаптăкне чакарса пырас тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çулсеренех тĕрлĕ енлĕ ĕç туса ирттерет, çаврăнăша кĕртмелли çĕр лаптăкĕсен кăтартăвĕсене те палăртать. Регионта тата 123,4 пин гектара çаврăнăша кĕртмелле, çав шутран 4 пин гектара - кăçал. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне ку кăтарту 1,7 пин гектарпа танлашнă ?41 процент%, Çĕрпÿ, Йĕпреç, Вăрнар, Комсомольски тата Патăрьел округĕсенче кăçалхи плана тултарнă.
Усă курман çĕрсем çинче ÿссе ларнă йывăç-тĕме пĕтерсе çĕрсене çаврăнăша кĕртекенсене республикăн Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн тăкаксен пĕр пайне саплаштарма пулăшаççĕ.