1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 3 Октябрь 2025 г.
3 октября 2025 г. 9:30

Финанспа туслă пулнипе

Чăваш наци библиотеки субсиди илме тивĕçнĕ. Вăл ăна Раççейри вулавăшсен ĕçĕн чи лайăх практикисене тупса палăртма йĕркелесе ирттернĕ конкурсра мала тухса тивĕçлĕ пулнă.

Тупăшăва 470 заявка тăратнă, вĕсенчен 100-шĕ çĕнтернĕ. Пирĕн наци библиотеки конкурса «Финанс пĕлĕвĕсен «Финанспа туслă пул» çемье фестивалĕ» практикăпа хутшăннă. Вăл халăхăн финанс пĕлĕвне ÿстерессине тĕпе хунă, республикăри 12 культура учрежденийĕн площадкисенче ирттернĕскере ялсемпе хуласенчи нумай ачаллă 126 çемье хутшăннă. Конкурс эксперчĕсем практикăна пысăка хурса хакланă, çакă библиотекăна федерацирен 2,95 миллион тенкĕлĕх субсиди илме май парать.

Сăмах майăн асăнсан, фестиваль октябрьте иккĕмĕш хут иртет.

Поделиться:
Распечатать