Сире професси уявӗпе - Вӗрентекен кунӗпе -
чун-чӗререн саламлатӑп!
Ҫак кун чи кӑткӑс тата пархатарлӑ профессие суйланӑ ҫынсене тав сӑмахӗ калас килет. Шкул - ӗҫ кӑна мар, вӑл - чи яваплӑ тивӗҫ. Эсир вӗҫӗ-хӗррисӗр пӗлӳ тӗнчин алӑкне уҫса ачасене ӑс паратӑр, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне ҫирӗплететӗр. Сирӗн кулленхи ӗҫ - чӑтӑмлӑх, ӑс-хакӑл тата ӗҫе чунпа парӑнса пурнӑҫланине ҫирӗплетекен тӗслӗх.
Пирӗн республикӑра тӑхӑр пин ытла педагог ӗҫлет. Эпир вӗсен профессири ҫитӗнӗвӗсемпе мӑнаҫланатпӑр. Чӑваш Енри вӗрентекенсем ҫулсерен Пӗтӗм Раҫҫейри тата Пӗтӗм тӗнчери конкурссен ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсем пулса тӑраҫҫӗ, педагогсен пӗрлӗхӗшӗн ҫул кӑтартакансем шутланаҫҫӗ.
Хӑвӑрӑн ӑса тата хавхаланӑва ачасене паратӑр. Эсир вӗрентнипе вӗсем чи ҫӳллӗ шайри олимпиадӑсенче, ӑслӑлӑх конференцийӗсенче, спорт ӑмӑртӑвӗсенче, пултарулӑх конкурсӗсенче ҫӗнтереҫҫӗ. Кашни ҫитӗнӳ - сирӗн ӗҫ кӑтартӑвӗ, ачан пултарулӑхне курма, ӑна уҫса пама пӗлни. Эсир вӗрентетӗр кӑна мар, республикӑн тата ҫӗршывӑн пуласлӑхне йӗркелетӗр. Сирӗн вӗренекенсем - ыранхи ӑнӑҫлӑ куна йӗркелекен ӑс-тӑн тата вӑй-хал никӗсӗ.
Ҫирӗп сывлӑх, тапса тӑракан вӑй-хал, чӑтӑмлӑх сунатӑп. Ӗҫ сире савӑнтартӑр, кӑмӑла ҫӗклетӗр, вӗренекенсем тав туни тата ӗҫтешсем хисеплени чун-чӗрене ӑшӑттӑр. Сирӗн классенче хавхалану тата пӗр-пӗрне ыр сунни хуҫалантӑр. Вара пурнӑҫра савӑнмалли тата мӑнаҫланмалли сӑлтавсем тупӑнсах тӑрӗҫ!
Уяв ячӗпе! Вӗрентекен кунӗпе!
Олег НИКОЛАЕВ