1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 3 Октябрь 2025 г.
3 октября 2025 г. 9:29

Интернетри хăрушсăрлăх

Тĕмерти библиотекăра 5-6-мĕш классенче вĕренекенсем валли Интернет сетĕнчи хăрушсăрлăх çинчен интереслĕ урок ирттернĕ.

Ирина Краснова библиотекарь пĕлме тăрăшмалли вăйă-карусель йĕркеленĕ, интернетăн лайăх тата начар енĕсем, сетьпе хăрушлăхсăр усă курмалли правилăсем тата харпăр хăй информацине хÿтĕлемелли майсем çинчен каласа ăнлантарнă. Асăннă урок ачасемшĕн интернет-уçлăхпа пĕлсе усă курма вĕренмелли тата цифра хутлăхĕнче хăйсене шанчăклă тытма хăнăхмалли паллă утăм пулнă.

Поделиться:
Распечатать