Çулталăк каялла Тăвайри халăх таврапĕлÿ музейĕнче пирĕн ентеш - Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Степанович Степанов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă юбилей каçĕ пулчĕ.
Çав тĕлпулу унăн тăванĕ-сен, хăнасен асĕнче ырă йĕр хăварчĕ. Вĕсен хушшинче паллă ентешĕн мăнукĕ Петр Осипов та пурччĕ. Петра нумайăшĕ Раççейри тата СНГри çамрăк предпринимательсем валли йĕркеленĕ «Бизнес-çамрăклăха» пысăк пĕрлĕ-хе никĕслекенĕ пек пĕлет. Паян вăл пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ проектсен авторĕ тата ертÿçи.
Петр Осипов пулăшнипе кăçал музей экспозицийĕ çĕнĕ подиумсемпе, витринăсемпе, çавăн пекех пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕ паллă культура, ÿнер ĕçченĕ-семпе тата ытти пултаруллă çынсемпе паллаштаракан «Паллă ентешсем» стендпа пуянланчĕ.
Унăн ыркăмăллăх ĕçĕсене хаклама сăмах та çитес çук. Ку вăл укçа-тенкĕ енĕпе пулăшни кăна мар, ăс-хакăлпа культура еткерлĕхне сыхласа хăварас, аталантарас ĕçе тÿпе хывни.
Музей коллективĕ тата куракансем П.Осипова унăн тимлĕхĕшĕн, пулăшăвĕшĕн чĕререн тав тăваççĕ.
Çакăн пек тĕслĕхсем йăлана кĕрсе пытăрччĕç. Пĕрле кăна эпир ăрусене пĕрлештерекен историе упраса хăварма пултаратпăр.