1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 3 Октябрь 2025 г.
3 октября 2025 г. 9:24

Кун-çулне сывлăх

Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ умĕн Элпуçĕнчи сывлăх сыхлавĕн ĕçĕн ветеранне Александра Ильинична Егорована 90 çулхи сумлă юбилейĕпе саламланă.

Медицина училищинче вĕренсе диплом илнĕ хыççăн вăл ялти сиплев учрежденийĕнче ĕçлеме тытăннă. Унтан ĕç çулне Тăвайри тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕнче тăснă. Пултаруллă фельдшерицăна пирĕн тăрăхра чылайăшĕ паллать, астăвать ĕнтĕ. Вăхăтра пирвайхи пулăшу парса миçе çыннăн пурнăçне çăлман-ши, малалла талпăнма шанăç паман-ши/ Медицина ĕçченĕн çынна сăмахпа та, чунри ăшăлăхпа та сыватмалла. «Ял-йышра хисеплĕ, типтерлĕ, ĕçре яланах тÿрĕ кăмăллă пулнă»,- терĕ А.И.Егорова пирки ял территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Гаврилов.

Ырă ĕçĕн сумĕ те пысăк. Паллă юбилейпе ăна Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Михайлова саламланă. Çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу суннă. Округ пуçлăхĕн ячĕпе Тав çырăвĕпе чысланă. Депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Семен Нилов ентеше чечек çыххи парса, ăшă тав сăмахĕсем каласа хавхалантарнă.

Хăнасене ырă çул суннă май, Александра Ильинична республикăра, çав шутра округра та сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетсе лайăхлатассипе тĕллевлĕ ĕçленине палăртнă. Çавăн пекех кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне - утăм» социаллă проекта пурнăçа кĕртессипе тăвайсем те пысăк тимлĕхлĕ пулнипе кăмăллă юлнă иккен.

Поделиться:
Распечатать