Красноярск епископне, Амфилохий священномученике асăнмалли кун Канаш епархийĕн пуçлăхĕ, Преосвященнейши Стефан, Канаш тата Беловолжск епископĕ Тăвай ялĕнчи Архангел Михаил храмĕнче литурги ирттернĕ.
Стефан Владыка килни - округра пурăнакансемшĕн пуриншĕн те пысăк чыс тата чун-чĕре пулăшăвĕ. Амфилохий çветтуйăн асăну кунĕнчи пĕрлехи кĕлĕ пирĕн ĕненĕве çирĕплетет тата пире пĕрлештерет. Çакăн пек кĕлĕсем чун-чĕрене шанăçпа тултараççĕ тата кăмăл-сипете упрама, пуянлатма пулăшаççĕ.
Тăвай округĕнче пурăнакансем Преосвященнейши Владыка Стефана Тăвайне килнишĕн, литурги ирттернĕшĕн пирĕн общинăн кăмăл-сипет ăнăçлăхĕшĕн, ырми-канми тăрăшнăшăн тав тăваççĕ. Сирĕн кĕлĕ тата ăс-хакăлăр пире ялан хавхалантараççĕ. Эпир сирĕн юратăвăра тата тимлĕхĕре пысăка хурса хаклатпăр. Турă упратăр Сире!