1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 3 Октябрь 2025 г.
3 октября 2025 г. 9:26

Октябрь выççăлккине - 100 çул

Çамрăксенчен чылайăшĕ Тăвай округĕнче Октябрь выççăлкки ялĕ пуррине пĕлсех те каймасть. Вăл Эль юханшывĕн сулахай енче, Тутарстан Республикин чиккинче вырнаçнă. Ялтан Шупашкара çитме 119 км, Тăвайне - 14 км.

Историне тишкерсен, ял 1927 çулччен - Хутор, 1927-1935 çулсенче - Выселки Октябрь, 1935 çултан Октябрь ятсемпе çÿренĕ. 1929 çулта Тенеялсемпе пĕрле «Новый путь» колхоза кĕнĕ. Ял 1927 çулта Çĕрпÿ уесĕн Тăвай вулăсĕн, 1927-1962 çулсенче Тăвай тата 1962-1965 çулсенче Вăрмар районĕсен йышĕнче пулнă. Кил хуçалăхсемпе çынсен хисепне илес пулсассăн, 1939 çулта - 52 арçынпа 51 хĕрарăм, 1979 çулта - 30 арçынпа 38 хĕрарăм, 2002 çулта - 14 хуçалăхра 11 арçынпа 14 хĕрарăм, 2015 çулта 15 хуçалăхра 7 арçынпа 8 хĕрарăм пурăннă.

2015 çулта Октябрь выççăлкки 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Паянхи куна илсен, Йăнтăрчă территори уйрăмĕн отчечĕ тăрăх, кунта 21 кил хуçалăх шутланса тăрать, вĕсенчен нумайăшĕнче пурăнмаççĕ.

Октябрьти революциччен ку таврари çĕрсенче Арцыбашев помещикпе унăн тăванĕсем пурăннă. Топографи картти тăрăх Октябрь выççăлкки ялĕ вырăнĕнче Темяков помещик хуçаланнă. 1918 çулта помещике Çĕпĕре ăсатнă.

 

Хăй вăхăтĕнче ялти пĕвесене Темяков помещик алăпа чавтарнă, тасатса тăнă майăн анлăланса пынă вĕсем. Ялтан аякрах мар сăрт çинчи пысăках мар масар çинче вилтăпри тĕмескисем сыхланса юлнă.

1925 çулхи июнь уйăхĕнче Тенеялĕнче вăйлă пушар вăхăтĕнче 22 кил çунса кĕлленнĕ. Хăш-пĕр çемьесем çурт-йĕр лартса кунтах пурăнма пуçланă. Теприсем хальхи Октябрь выççăлкки вырăнне куçса ларса, яла иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ. Унтанпа 100 çул та иртрĕ. Çапла пĕчĕк ялăн сумлă юбилей юпа уйăхĕнче.

Çĕнĕ вырăна куçакансем - Николай Пимулин ?1876-1947%, Егор Пимулин ?1882-1955%, Федор Пимулин ?1902-1944%, Сергей Савинов ?1882-1936%, Тохтась Платонов ?1878-1958%, Демьян Платонов ?1883-1928%, Ефрем Конов ?Иванов% ?1881-1956%, Павел Конов ?Иванов% ?1886-1948%, Григорий Александров ?1873-1928%, Алексей Петров ?1873-1928%, Иван Петров ?1872-1967%.

1944 çулта 22 хуçалăхран тăракан «Выселки Октября» колхоз йĕркеленнĕ. Унăн пĕрремĕш председателĕ - Тимофей Сергеевич Сергеев. Тепĕр икĕ çултан Эрнест Платонович Тохтасьева лартнă ертÿçĕ пулма.1949 çулта «Выселки Октября» тата «Новый путь» колхозсем пĕрлешнĕ, «Новый путь» колхоз йĕркеленнĕ.

Вунă çул каялла, 2015 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче, Октябрь выççăлкки 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак пĕчĕк ялăн та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çĕнтерĕвĕнче тÿпи пур. Кашни çемьерен тенĕ пек тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. Пĕртăван Тохтасьевсем тăваттăн тата вĕсен мăнукĕ Иустин Емельянов тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă. Моисей Платонович полковникпе унăн шăллĕ Степан Платонович майор вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Сергей Савинов çемйинчен тăваттăн вăрçа хутшăннă: виçĕ ывăлпа пĕр хĕр. Çак материала хатĕрлеме фронтовикăн ывăлĕ Владимир Сергеевич нумай пулăшнине палăртас килет. Ялăн хастар çыннисем, çут çанталăк илемĕ, пуянлăхĕ çинчен В.Сергеев таврапĕлÿçĕ темиçе кĕнеке те кăларнă. Паянхи кун та çемйипе кунта пурăнать. Тăван ял шăпишĕн пăшăрханать. Паллах, пĕчĕк яла та тимлĕх кирлĕ.

Поделиться:
Распечатать