Сергей Артамонов ертсе пынипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ «Перекетлĕ пуçарулăх» грант конкурсне ирттермелли йĕркене йышăннă.
Конкурса «Тухăçлă регион» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2022 çултанпа «Росатом» Патшалăх корпорацийĕпе пĕрле ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ - перекетлĕ производство принципĕсемпе инструменчĕсене ĕçе кĕртсе халăха услугăсемпе тивĕçтернин пахалăхне ÿстерсе пыракан организацисене пулăшу парасси. Кăçал конкурсăн пĕтĕмĕшле грант фончĕ 14 миллион тенкĕпе танлашать.