1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 3 Октябрь 2025 г.
3 октября 2025 г. 9:18

Пĕр çĕршыв - пĕр пуласлăх

 

Донецк Халăх республики, Луганск Халăх республики, Запорожьепе Херсон облаçĕсем Раççейпе пĕрлешнĕ кун умĕн Элпуçĕнчи библиотекăра «Пĕр çĕршыв - пĕр пуласлăх» информаципе патриот сехечĕ иртнĕ.

Эльвира Филиппова библиотекарь çамрăк вулакансене событисен историйĕпе паллаштарнă, Раççей составне кĕнĕ регионсем çинчен каласа панă, иртнине асра тытмаллине тата Тăван çĕршыва юратмаллине палăртнă. Ачасем патшалăх символĕсем, регионсен историйĕ, йăлисемпе культури çинчен тарăнрах пĕлме тăрăшнă, хăйсем нумай нациллĕ пысăк çемье пайĕ пулнине тепĕр хут туйса илнĕ, мухтавлă çĕршывпа мăнаçланнине пĕлтернĕ.

Поделиться:
Распечатать