Çул-йĕрсене йĕркене кĕртес, пĕвесемпе кÿлĕсене тасатас, çĕнĕ ача-пăча площадки тăвас, памятниксене çĕнетсе лайăхлатас, урамсене çутăпа тивĕçтерес - çак тата ытти ĕçсене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ 2017 çултанпа вăйра тăракан пуçару проекчĕсем.
Тинтерех кăна вара «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа пăхнă проектсемшĕн халăхпа сасăласси вĕçленчĕ. Тăвай муниципалитет округĕн- че пурăнакан 5780 çын 2026 çулта пурнăçа кĕртме палăртакан пуçару проекчĕсемшĕн сасăласа 108 заявкăна ырланă. Кирек кам та харпăр хăй шухăшне тăратма пултарать тата вăл конкурс суйлавĕ витĕр тухсан, пурнăçа кĕрет.
Октябрĕн 3-мĕшĕнче проектсене суйласа илмелли конкурс пуçланнă. Тăвай муниципалитет округĕ проектсен конкурсне «Чувашия онлайн» информаци тытăмĕ урлă 100 ытла заявка тăратнă.
Светлана ВАНЕРКЕ,
округ администрацийĕн
строительствăпа çул-йĕр тата ЖКХ
пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ