1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 3 Октябрь 2025 г.
3 октября 2025 г. 9:27

Пурнăçа малалла тăсаççĕ

Юлашки вăхăтра çине-çине пулма тÿр килчĕ Тенеялĕнче. Унччен те тăтăшах пулнă эпĕ унта. Хаçатра ĕçленĕ май, кунти «Новый путь» колхоз çитĕнĕвĕсем, ферма ĕçченĕсемпе тырпул ăстисем çинчен çырса кăтартмасăр тăма пултарайман. Иртнĕ ĕмĕрхи çитмĕлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулсенче асăннă хуçалăх производстви вăйлă аталаннă, вăл районта кăна мар, республикăра та малтисен шутĕнче пулнă.

Тырă кашни гектартан вăтамран 25-30, çĕрулми 200 центнер таран пухса кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен калăпăшĕ нумай хут ÿснĕ. Ял хуçалăхĕнче усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне сĕт, аш-какай, çăм туса илессипе Тенеяль хуçалăхĕ малтисенчен пĕри шутланнă. Пĕтĕмĕшле продукци илесси, колхозниксене ĕçшĕн тÿлесси палăрмаллах пысăкланнă. Малта пыракан выльăх-чĕрлĕх пăхакансене преми шучĕпе телевизор, кĕпе çумалли машинăсем таранах панă. Колхозниксене çулталăк итогĕсемпе те вăйлă хавхалантарнă. Колхоз пĕрре кăна мар ВДНХ участникĕ пулнă, ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Колхоза 1956 çултан пуçласа 1989 çулчченех фронтовик Демьян Александрович Александров пултаруллă ертсе пынă. Унăн ĕçне патшалăх пысăка хурса хакланă: 1971 çулта Демьян Александровича Октябрьти революци, тепĕр вунă çултан Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе наградăланă, 1975 çулта «ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», 1988 çулта «РСФСР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсем панă.

Колхозăн ытти ĕçченĕсем те тивĕçнĕ хисеплĕ ятсемпе орденсене. Е.М.Сорокина «Республикăри чи лайăх доярка», З.И.Краснова - «Республикăри чи лайăх пăру пăхакан», Е.И.Иванов - «Республикăри чи лайăх ферма заведующийĕ» ятсене илнĕ. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн Р.Л.Васильева дояркăна Ленин орденĕпе, Т. П.Павлова выльăх-чĕрлĕх пăхакана, Н.Е.Егоров сурăх пăхакана, И.П.Павлов механике «Хисеп Палли» тата «Октябрьти революци» орденĕ- семпе чысланă. Иустим Павлович Павлов механик каярахпа «ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ», Альбина Сергеевна Иванова «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçлĕ тата ытти те. Вĕсем пурте тăван колхоз производствине пысăк тÿпе хывнă, хуçалăх тикĕссĕн аталантăр, ял çыннисен пурнăçĕ лайăхланса пытăр тесе чунне панă.

Хальхинче Тенеяльне килсен те вăхăтĕнче хуçалăх производствинче - уй-хирте, фермăсенче, машина-трактор паркĕн- че вăй хурса ĕçленĕ хăш-пĕр ĕçченсемпе курнăçма, калаçса илме май килчĕ. Сăмахран, Владимир Васильевич Сичуркинпа. Вăл колхозра ĕçлесе пенсие тухнă: тракторпа та, комбайнпа та вăй хунă. Комбайнпа кашни çулах тырă вырса çапнă. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, ырлăх-пурлăх хушăнтăр, ÿсĕнтĕр тенĕ. Пĕрре кăна мар курнă эпĕ ăна тырă пуссинче комбайнпа тырă çапса тĕшĕленине. Вăхăтра акса-пăхса тăнăран, çуллен удобрени панăран колхозăн тырă тухăçлă çитĕннĕ, чуна хăпартланă, ăна çапса тĕшĕлеме те кăмăллă пулнă. Бункер хыççăн бункер пушататчĕç комбайнсем. Колхоз йĕтемне машина хыççăн машина тырăпа кĕнĕ. Ăнса пулнă чухне вăл пурне те çитнĕ: вăрлăхлăх та, фуражлăх та, патшалăха ăсатмалăх та, колхозниксене валеçсе памалăх та. Çынсем çакна ăнланса тăрăшнă. Паллах, колхоз арканса пынăшăн пăшăрханать Владимир Васильевич, ăна халичченхи пекех вăйлă та лайăх курас килет унăн, çав вăхăта ăшшăн аса илет. Колхоз, кирек епле пулсан та, ял тĕрекĕ пулнă, çынсене ĕç вырăнĕпе, мĕн кирлипе тивĕçтернĕ, вĕсен нушисене хăй çине илнĕ. Халĕ кил хуçалăхри ĕçсемпе йăпанса пурăнать ĕç ветеранĕ. Хĕрпе ывăл Сичуркинсен. Вĕсем çемьеллĕ. Ывăлĕ ялтах çемьеленсе пурăннине каларĕç.

Зоя Андреевна хăй вăхăтĕн-че колхоз ферминче ĕçленĕ, сыснасем самăртнă, çуршар килона яхăн хушăннă вĕсем талăкра. Ун хыççăн ялта сĕт те пуçтарнă. Хальхи вăхăтра пикенсех кил-çуртне çĕнетет, ку чухнехи сăн кĕртме тăрăшать, ялăн тепĕр енчи Ворошилов урамĕнчен пăхсан та уçăмлăнах курăнать çакă. Çынсемпе ĕçлеççĕ. Хăй те, ывăлĕ те пулăшать пĕрле. Çумăрсем пуçланиччен тăррине çĕнетсе витсе ĕлкĕрнĕ.

Тамара Геннадьевна Гурьева вара паянхи кун та хăш-пĕр ĕçсене хутшăннине каларĕ. Вăл, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, бригадăра, унтан уй-хир бригадин бригадирĕн- че чылай хушă тимленĕ. Ывăлĕ те колхозра тракторпаччĕ.

Борис Николаевич Егоров та килĕнчехчĕ. Вăл пенсире халĕ, хăй вăхăтĕнче колхозра çат-çат тракторпа тăрăшатчĕ. Йĕтем çинчи, фермăри ĕçсене пурнăçланă вăл, хĕрсене Кĕтне хĕрринчи лагере ĕне сума илсе çÿренĕ тата ытти те. Сĕт лайăх антарнă Тенеяль ĕнисем, ăна тирпейлесе, сивĕтсе патшалăха ăсатнă. Халĕ тĕпрен илсен ки- лĕнче хуçалăх тытать, выльăх-чĕрлĕх усрать, кайăк-кĕшĕк ĕрчетет. Выльăх- чĕрлĕх тенĕрен, ĕне, пăру пуррине пĕлетĕп. Çавăн пек ăнтарса пыраççĕ пурнăçа, алă усса лармаççĕ.

Альбина Сергеевна Ивановапа та çыхăну тытатăп. Вăл иртнĕ ĕмĕрхи сакăрвуннăмĕш çулсенчен колхоз ферминче ĕне сăваканра ĕçлеме пуçланă. Юратнă хăйĕн ĕçне, сăвăма ÿстерсе пынă, Хисеп грамотипе хаклă парнесене пĕрре кăна мар тивĕçнĕ. 2000 çулхи июнĕн 19-мĕшĕнчи Указĕпе вара Чăваш Республикин Президенчĕ ăна «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Ку таранччен килĕнче те ĕне тытнă. Анчах ăна сутма тивнĕ. Çапах та выльăхсăр пурăнайман. «Хама юлташ пултăр тесе, пăру туянса ятăм»,- терĕ Альбина Сергеевна нумаях пулмасть.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать