• Республикăра машина тăвакан отрасль производство калăпăшне палăрмаллах ÿстернĕ. Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕнче çак кăтарту 11 процент хушăнса 319 миллиард тенкĕрен иртнĕ.
• Республикăра ĕçлемелли çулсенчен аслăрах çынсен шучĕ 284 пинпе танлашать ?ку вăл Чăваш Енре пурăнакансен пĕтĕмĕшле йышĕн 24,5 проценчĕ%. 5,7 пинĕшĕ - 90-99 çулсенчи ватăсем. 90 çын 100 çул урлă каçнă, Тăвай округĕнче вĕсем - иккĕн.
• Чăваш Енре авиаци инфратытăмне лайăхлатас ĕç пуçланать. Çавна май регион Правительствине пысăк авиаперевозчик ыйтупа тухнă, «Шупашкар-Новосибирск» çĕнĕ авиамаршрут пуçарма сĕнет. Çавна май çул çÿ- ревçĕсемшĕн Ази çĕршывĕсене хăвăртрах çитме çул уçăлĕччĕ. Новосибирск аэропортĕнчен Çĕпĕрти тата Инçет хĕвелтухăçĕнчи пысăк хуласене, çавăн пекех Китая, Вьетнама, Индие, Таиланда тата ытти çĕршыва вĕçме ансат.
• Кăçал «Пысăк этнографи» диктанчĕ ноябрĕн 1-8-мĕшĕсенче иртет. Акцине чун тата ăс-хакăл хаклăхĕ-сене сарас тата истори тĕрĕслĕхне упрас тĕллевпе ирттереççĕ. Хальхинче çĕнĕлĕх кĕртнĕ: ятарлă çар операцине хутшăнакансем видео мелĕпе ыйту парĕç. Диктанта раштавăн 12-мĕшĕнче, РФ Конституци кунĕнче, пĕтĕмлетĕç.
• Пурлăх налукĕсене 2025 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр тÿ- лемелле. Халĕ уйрăм çынсене 2024 çулшăн налук тÿлемелли уведомленисем ярса парас ĕç пырать. Кăçал ăна 621 пин ытла çынна ярса памалла. Вĕсенчен 344 пинĕшне граждансем ФНС сайтĕнчи уйрăм кабинет тата Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă электрон мелĕпе илĕç. Уведомленисене транспорт хатĕрĕсен, çĕр лаптăкĕ-сен, капиталлă строительство объекчĕсен хуçисене ярса параççĕ. Налук виçисем - çăмăллăхсем çинчен калакан информацие налук службин сайтĕн- че wwwĕnalogĕgovĕru паллашма пулать.
• Республикăра пурăнакансенчен сентябрь уйăхĕнче социаллă сетьсем, çыхăнăвăн «Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсем. Пĕрле татса паратпăр» платформи урлă 6,3 пине яхăн пĕлтерÿ килнĕ. Тĕп ыйтусен шутĕнче - çулсен юсавлăхĕпе, вĕсене пăхса тăрассипе, хăтлăхпа тивĕçтерессипе, ЖКХпа, каяшсемпе ĕçлессипе, общество транспорчĕпе çыхăннисем.