1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 3 Октябрь 2025 г.
3 октября 2025 г. 9:28

Сетка çыхаççĕ, тĕрлĕ енлĕн пулăшаççĕ

Паян ятарлă çар опе-рацийĕн зонинчи ентешсене пулăшассипе пĕр пысăк туслă команда пулса тăрăшни нихçанхинчен те паха. Фронтра маскировка тетелĕсем сывлăш пекех кирлĕ. Эпир салтаксене тĕрлĕ пулăшу парса çĕнтерĕве çывхартатпăр.

Октябрĕн 11-мĕшĕнче Чутей хĕрарăмĕсем пулăшу ĕçне пуçăннăранпа икĕ çул çитет. Çак хушăра волонтерсем 3000 ытла тăваткал метр маскировка тетелĕ ?200-е яхăн%, нашлемниксем, «Арçури» костюмсем çыхрĕç, окоп çуртисем, вут чĕртмелли хатĕр- сем ăсталарĕç.

Халĕ хĕрарăмсем 3х6 м калăпăшлă тетел çыхассипе ĕçлеççĕ. Пĕр тетел çыхасси яра куна тăсăлать. Ăстасен çаврăнăçулăхне ăмсанма пулать. Волонтерсен ĕç кунĕ ирхине 8 сехетре пуçланать. Маскировка сечĕ- сем пирĕн боецсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине ăша хывса, шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне, кулленех пуçтарăнатпăр. Çĕнтерĕве шанни тата Раççей çар çыннисене пулăшас кăмăл пысăкки пĕрлештерет пире. Çакăн пек туслă та ăшă атмосферăра ĕçлеме те кăмăллă.

Тĕрлĕ ялти ыр кăмăллăх ушкăнĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса, пулăшса ĕçлени халăх пĕрлĕхне кăтартать. Хăш чухне материал çуккипе ĕç чарăнма пултарать. Вара волонтерсем вĕсене хăйсем те туянаççĕ. Гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçе çамрăксем тата ялти пĕр шухăшлă çынсем хастар хутшăнаççĕ.

Авăн уйăхĕнче Алексей Антонов волонтерсене 25-шер метрлă пилĕк тĕслĕ спанбонд туянса пачĕ. «Материала тата сеть-никĕсе вăхăтра çитерсен тата пирĕн ретре волонтерсем йышлансах пырсан ытларах та ĕç тума пултарăпăр»,- хушса хучĕç тетел çыхакансем.

Геннадий Андреев тăтăшах транспорт енĕпе пулăшса тăрать.

Нумаях пулмасть ятарлă çар операцине хутшăнакан Амалăх ялĕнчи Константин Алексеев çемйи пулăшу кÿчĕ. Çакăн пек ырă ĕç тунăшăн чĕререн тав тăватпăр вĕсене. Ытти гуманитари пулăшăвĕ панă чухне те ялан малта вĕсем.

Поделиться:
Распечатать