Сĕт мĕн хак?
Ытти районсенче çынсен уйрăм хушма хуçалăхĕсенче туса илекен сĕте мĕнле хакпа туянаççĕ-ши?
Надежда АНИСИМОВА,
Тенеялĕ
Пирĕн алла Елчĕк округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ кăçалхи сентябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне туса хатĕрленĕ информацийĕ лекрĕ. Унта кăтартнă тăрăх, асăннă округри пур территори пайĕн-че те уйрăм хушма хуçалăхсенче туса илекен сĕт хакĕ 1 килограмшăн 27 тенкĕрен кая мар. Хăш-пĕр территори пайĕнчи ялсенче вара халăхран илекен 1 килограмм сĕте 30—34 тенкĕпе те туянаççĕ. Тĕслĕхрен, «Санти» ООО ăна 34 тенкĕпе, А.Тябуков предприниматель 30, Р.Шаминов предприниматель 33, «Вăрнарти СОМ завочĕ» ООО 34 тенкĕпе илеççĕ.