Тухăçлă ĕç экономикăна вăйлатать, малалла аталанмалли никĕсе çирĕплетет, вăй хушать, ÿсĕме хăвăртлатма, конкурентлăха ÿстерме пулăшать. Кăçал ĕçе кĕнĕ «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕ шăпах çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме витĕм кÿрет. Чăваш Ен экономика аталанăвĕн шайĕпе регионсен рейтингĕнче малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать.
Юлашки пилĕк çулта кăна Чăваш Ен экономики икĕ хута яхăн, бюджет тупăшĕ икĕ хут ÿснĕ, çав шутра хамăрăн тупăш калăпăшĕ палăрмаллах пысăкланнă. Çĕнĕ производствăсем хута кайни, промышленноç предприятийĕсем валли уйăракан пулăшу виçи 30 хут ÿсни, ку отрасле курăмлă тÿпе хывни, яла та пулăшусăр хăварманни, коопераци çыхăнăвĕсем сарăлсах пыни, инвестицисем ытларах та ытларах хывни пурнăç пахалăхне, конкурентлăха ÿстерсех пыма май парать.
Маларах та çырнăччĕ-ха, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçал Шупашкарти электроаппарат завочĕн площадкинче иртнĕ экспорт канашĕн черетлĕ ларăвĕнче хăй республикăн коопераци тата экспорт аталанăвĕпе кăмăллă пулнине пĕлтернĕччĕ. «Çакă вăл тупăш ытларах кĕни кăна мар, пирĕн продукци паха пулнине, ăна чикĕ тулашĕнче те хакланине кăтартса парать. Ку туртăма упраса хăвармалла, хушма вăй памалла»,- тенĕччĕ.
Иртнĕ уйăхăн иккĕмĕш çурринче Чăваш Енре пуçласа иртнĕ «Раççей алăкĕсем-2025» Пĕтĕм Раççейри курав-форум та регион çыхăнусене çирĕплетмешкĕн сахал мар ĕç тунине, республикăра туса кăларакан продукци тĕрлĕ çĕршыва саланнине, экспорта вăйлатса пыма май панине çирĕплетет. Мероприятин тĕп тĕллевĕ - хамăрăн продукцие тĕнче шайĕнче сарасси. «Федераци шайĕнчи курава Шупашкарта ирттерни производительсене хăйсем çинчен пĕлтерме çул уçать çеç мар, регион экономикине аталантармашкăн та вăй парать. Республикăри предприятисем ют çĕршывран кÿрсе килекен продукци вырăнне хăйсем паха тавар сĕнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ»,- тенĕ регион ертÿçи. Пирĕн республикăн тĕллевĕ - рынокра малта пуласси, çавна май ытти регионсене, çĕршывсене хамăрăн продукцие ăсатассине ÿстересси. 2030 çул тĕлне, сăмахран, промышленноç экспортне 70 процента çитермелле. Чăваш Ен экспорчĕ юлашки пилĕк çулта 45 процент ÿснине палăртаççĕ экспертсем. Республикăра туса кăларнă продукци 50 ытла çĕршыва ăсанать. Çапла вара Чăваш Ен продукцийĕ конкурентлăхĕпе палăрса тăрать. Чикĕ тулашне тиесе ăсатнă таварсен йышĕнче машиностроени продукцийĕ тĕп вырăнта. Ун хыççăн - хими, электротехника. Алăксем туса ăсатасси те пысăк вырăн йышăнать. Агропромышленноç экспорчĕн тÿпи те пĕчĕк мар: пĕлтĕр чикĕ тулашне кондитер изделийĕсенчен пуçласа качака сĕчĕпе чăх урисем таранах - пурĕ 33 пин тонна ăсатнă. Ассортиментра çавăн пекех тырăпа çĕрулми, çăнăх, тип çу, севок сухан тата ытти те пулнă. Мĕне кăмăл тăваççĕ - çавна тăратма тăрăшнă. 2030 çул тĕлне республикăри агропромышленноç комплексĕ тухăçлă ĕçлесе экспорт калăпăшне пĕр хут çурă ÿстерме палăртать.
Тухăçлă ĕç тупăш кÿрет. Çакна хамăр округри пысăк предприятисен ĕçĕ-хĕлĕ те çирĕплетсе парать. Акă, тĕслĕхрен, «Акконд-агро фирма» АО пĕлтĕр 340 миллион та 245 пин тенкĕлĕх тупăш курнă, çак шутран таса тупăш тÿпи - 81,5 миллион тенкĕ. Предприятире 1 çын пуçне 2 миллион çурă тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Ку кăтарту ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕк мар пулнине, унран предприятин пĕтĕмĕшле тупăшĕ хушăннине кăтартать.