Туртакан кашни иккĕмĕш çын пирус организма сиен кÿнипе вилет. Кун пирки Уфари Сывлăх центрĕн тухтăрĕсем асăрхаттарнă.
- Никотин çын организмне сиенлет. Вăл психика сывлăхĕ çине те витĕм кÿрет,- пĕлтереççĕ специалистсем.
Пирус туртма пăрахма хистекен темиçе пĕлтерĕшлĕ сăлтава палăртаççĕ.
Сăмахран, пирус туртни çын ĕмĕрне кĕскетет. Статистика çакна çирĕплетет. Пирус туртакансенчен çуррине яхăн 70 çула та çитеймест.
Туртни тĕрлĕ чир-чĕр патне илсе пырать. Бронхит, гипертони, гастрит, импотенци... Чирсен списокне малалла тăсма пулать.
Финанс енчен пăхсан та пирус туртни лайăх мар. Табак хакĕ куллен тенĕ пекех ÿсет.
Пирус туртни вăхăтпа эффективлă усă курма чăрмантарать. Туртакан çын талăксерен 1 сехет çухатать. Çапла çулталăкра 2 эрне тĕтĕм кăларса тăнипе иртсе каять. Ку вăхăта усăллăрах ирттерме пулать.
Туртакан çынран аван мар шăршă кĕрет.
Туртни вăхăтсăр ватăлтарать. Çын илемне пĕтерет. Нумай çул туртни ÿт-тир, çÿç, чĕрне пахалăхне чакарать.
Тепĕр енчен илсен, пирус туртни паянхи пурнăçпа килĕш- се тăмасть. Паян нумай çын сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшать.
Пирус туртакансем, çÿлерех илсе кăтартнă сăлтавсем пирки тепĕр хут шутласа пăхăр. Çак сиенлĕ йăларан хăтăлăр.
Татьяна ИГНАТЬЕВА,
врач-нарколог