Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тăрмăшри вулавăшра чăваш çыравçисемпе, журналисчĕсемпе, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсемпе Улькка Эльменпе, Олег Иванович Прокопьевпа тата Чăваш Республикин Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн заведующийĕпе Галина Павловна Соловьевапа тĕлпулу иртнĕ.
Ольга Геннадьевна - чылай кĕнеке авторĕ. Паянхи кун питĕ юратса вуланакан прозаик. Унăн уйрăммăн пичетленсе тухнă кĕнекисем: аслисем валли - «Ма инçе-ши çăлтăрăм/», «Упраймарăм сана», «Çирĕп чунлисем телейлĕ», «Пурнăç сулнăка лексен...», ачасем валли - «Сарă кĕпе», «Кушак», «Интернетри юрату». Çыравçă кĕнекисем пĕрре çеç мар Наци библиотеки ирттерекен «Вулакан Чăваш ен: çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнеке» конкурсăн лауреачĕ пулнă.
Вулакансемпе чуна уçса калаçнă май, Улькка Эльмен хăйĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ, хайлавĕ-сене мĕнле çырни, вĕсенчи паттăрсем çинчен каласа пачĕ. Автор хăйĕн хайлавĕсенче ытларах чухне чăн пурнăçран илме тăрăшнине пĕлтерчĕ. Кашни çыннăн пурнăçĕ çинчен роман калăплама май пуррине каларĕ. Вулакансем тĕрлĕ ыйту пачĕç ăна.
Паллă журналист, теле-тата радиоертÿçĕ, поэт, «Халăх шкулĕ» журналăн тĕп редакторĕ Олег Прокопьев «Чăвашăм, пурăн!» сăвăсен пуххи çинче чарăнса тăчĕ. Авторăн философилле шухăшлавĕпе тĕнчекурăмĕ хăйне евĕрлĕ кăткăс та ансат, çав вăхăтрах тĕрлĕ енлĕ те. Унта кулленхи пулăмсем кĕтменлĕхсемпе пуян. «Чăнлăх», «тивĕç», «юрату», «чыс», «халăх», «Тăван çĕршыв» ăнлавсем уншăн нимпе улăштарайми пулăмсем пулса тăраççĕ. Автор шăрантарăвĕнче лирикăлла, патриотла сăвăсем янăрарĕç. Вулакансем кашнинех алă çупса йышăнчĕç.
Чăваш Республикин наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн заведующийĕ Галина Павловна Соловьева библиотекăн пысăк проекчĕпе - «Чăваш ен культура эткерĕ» порталпа паллаштарчĕ. Портал чăваш халăх историйĕпе тата ăс-хакăл культурипе çывăхлатать. Унта руна тапхăрĕнчи авалхи чăваш çырулăхĕ, çĕнĕ чăваш çырулăхĕн аталанăвĕ, чăваш çыннисен ячĕсем, чĕлхе çинчен каланисем, чĕлхене сăвапласа çырнă сăвăсем, халăх сăмахлăхĕ вырăн тупнă. Паллă çынсем çинчен те кунта информаци тупма пулать. Вăл вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн çеç мар, чăвашлăхпа, историпе кăсăкланакан çынсемшĕн те усăллă пулĕ.
Электронлă библиотекăри 200 ытла чăваш çыравçин хайлавĕсене вулама кăна мар, итлеме те май пур. Аудиокĕнекесен коллекцине уйрăм йĕркеленĕ. Текстсене чăваш халăх артисчĕсем вулаççĕ. Тăван чĕлхепе культурăна юратакан, чăвашлăха малалла аталантарма тăрăшакан кашни çыннăнах çак кĕнекесене вуласа, итлесе тавракурăма аталантарма май пур. Вĕсем уйрăмах аякра пурăнакан чăвашсемшĕн, куç курман çынсемшĕн питĕ паха»- тесе ăнлантарчĕ Галина Павловна.
Пухăннисем çакнашкал тĕлпулусем вулас туртăма ÿстернине, вĕсене май килнĕ таран тăтăшрах йĕркелемеллине палăртрĕç.
Любовь АНДРЕЕВА,
Тăрмăш вулавăшĕн библиотекарĕ