1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 11 Ноябрь 2025 г.
31 октября 2025 г. 9:22

Ĕçсĕр ларма хăнăхман

Манăн сире Ямпулат ялĕнче пурăнакан Таисия Александровна Маргушова çемйи çинчен каласа парас килет. Çак уйăхра виçĕ уяв паллă турĕç вĕсем. Чи малтанах кил ăшшипе хăтлăхĕ, Таиç аппа, 89 çул тултарчĕ.

Ямпулат каччипе пĕрлешсе 5 ача çуратса ура çине тăратрĕç вĕсем. Мăшăрĕ ялта уй-хир, хăмла бригадирĕнче, каярах канăва кайичченех сысна фермин заведующийĕнче ĕçлерĕ. Шел те, 2018 çулта çĕре кĕчĕ. Таиç аппа та пенсие тухичченех ферма сукмакне такăрлатрĕ, сыснасем пăхнă çĕрте яланах социализмла ăмăртура малтисен йышĕн-чеччĕ. «Çав тери ĕçчен те кăмăллă хĕрарăм, нихăçан та ял пурнăçĕнчен айккинче тăман»,- палăртрĕç уяв хăнисем ун пирки.

Ахальтен-и нумай Мухтав грамотине тивĕçнĕ иккĕшĕ те. Халĕ те ĕçсĕр ларма пултараймасть, хаçат-журнал вулать, уйрăмах «Ял ĕçченне» килĕштерет, алса-чăлха çыхать, кĕçĕн мăнукĕсене ÿстерме пулăшать. Чиркÿ-не те çÿренĕ, просвир пĕçернĕ, кĕлĕсенче юрланă. Килте Володя ывăлĕпе тата кинĕпе Галинăпа пурăнать. Ывăлĕ нумай пулмасть 60 çулхи юбилейне ирттерчĕ. Вăл та ашшĕ-амăшĕ пекех харсăр, тракторпа ĕçлет. Килте выльăх нумай тытаççĕ: ĕне, вăкăр, лаша, сурăхсемпе чăх-чĕп. Кил паçмийĕ çимĕçрен тулăх. Çынсем пулăшма чĕнсен вĕсем патне те васкать. Галинăпа 3 ывăл ÿстерсе ура çине тăратрĕç, çемьеллĕ, хулара пурăнаççĕ. Стенка çинче курăнакан вырăнти кубоксем çине пăхса вĕсемпе интересленчĕç пухăннисем. Ывăлĕ-сем спортпа туслă. Хуларан канма килсен те вырăнти ăмăртусенче палăраççĕ. Савăнать мăнукĕсемшĕн асламăшĕ.

Таиç аппан аслă хĕрĕ Альбина Канаш районĕнче йăва çавăрнă, вĕсен 1 ывăл. Люба хĕрĕ Канашра аптекăра ĕçлет, çемйинче 2 ача, хулара пурăнаççĕ.

Светлана хĕрĕ çак уйăхра 65 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ, ял каччипе пĕрлешсе 3 ача ÿстерсе ура çине тăратрĕ хисеплĕ мăшăр. Вăрнарта вĕренсе ветеринар профессине илнĕ хыççăн ялта тăрăшрĕ, хуçалăхсем салансан Тăвайри ветаптекăна ĕçлеме çÿрерĕ, унта тăрăшса пенсие тухрĕ.

Кĕçĕнни Оля садикре воспитательницăра ĕçлерĕ, ял каччипе 2 ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратрĕç.

Таиç аппа патне ачисем яланах килсе çÿреççĕ, сывлăхĕпе интересленеççĕ. Çуралнă кунĕн- че пурте тăван киле пухăнчĕç амăшне саламлама. Çавăн чухне ÿкерсе илтĕм пурне те пĕрле. Хĕрĕсем хăй пекех ташша-юрра ăста. Юбилейре те шăранчĕç чуна тыткăнлакан илемлĕ юрăсем. Юбиляр ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕç, хăйсене юратупа килĕшÿ- ре ÿстернĕшĕн тав турĕç амăшне.

Таиç аппа, санăн ĕмĕт-шухăшусем яланах пурнăçа кĕрсе тăччăр, тĕнчери мĕн чухлĕ ăшă сăмах, пурте санăн пулччăр. Телей сирĕн çемьесене!

Фрида НИКИТИНА

Поделиться:
Распечатать