1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 14 Ноябрь 2025 г.
14 ноября 2025 г. 8:59

«Амăшĕн куçĕсенче хĕвел»

Çак ятпа иртекен республикăри конкурса хутшăнма йыхравлать çамрăк талантсене Амăшĕн кунĕ умĕн Чăваш енри Общество палати. Конкурс тĕллевĕ — обществăра Раççейĕн йăлана кĕнĕ кăмăл-сипет хаклăхĕ-сене, чи малтанах — çемьене, юратупа шанчăклăха çирĕплетесси.

Конкурс амăшĕн çемьери хаклăран та хаклă пĕлтерĕшне, çитĕнекен ăрăва аслисене хисеплеме вĕрентсе ÿстерессине палăртма тивĕçлĕ.

Конкурса Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенчи 1—8 классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ.

Ноябрĕн 10—25-мĕшĕсенче заявкăсемпе конкурс ĕçĕсене йышăнаççĕ. Ноябрĕн 26-мĕшĕпе декабрĕн 3-мĕшĕ хушшинче ĕçсене хак параççĕ тата итогсене пĕтĕмлетеççĕ.

Конкурс виçĕ номинаципе иртет.

Конкурса хутшăнас тесен, документсене ноябрĕн 25-мĕшĕччен kĕsolntsevmaminyhglazah@yandexĕru электронлă почта адресĕпе ярса памалла.

Поделиться:
Распечатать