Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче пĕтĕм совет халăхĕ «Пурте фронт валли, пурте Çĕнтерÿ валли!» текен лозунгпа пурăннă. Халĕ те çĕршывшăн йывăр вăхăтра тылра ĕçлекенсем çав чĕнĕве мала хураççĕ. Ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли маскировка тетелĕсем, «арçури» костюмĕсем, окоп çуртисем, шлем çинчен тăхăнмаллисем хатĕрлесе тата ытти енĕпе те пулăшу пама тăрăшаççĕ. Чутей ял волонтерĕсем маскировка тетелĕсем кăна 200 яхăн çыхнă.
Куллен 6—7 волонтер тăрăшать ыр кăмăллăх пунктĕнче. Çак таранччен спанбондсенчен лентăсем каснă чухне алă вĕççĕн ĕçленĕ пулсан, халĕ вара станокпа усă куратпăр. Николай Иванович Медведев пирĕн ĕçе чылай çăмăллатрĕ: станок тата лентăсене пĕчĕк рулонсем туса çавăрмалли ăсталаса пачĕ. Капла ĕç хăвăртлăхĕ самай кăна ÿсрĕ.
Унччен малтан «арçури» костюмне çыхма Валерий Шамбулинпа ывăлĕ Евгений станок туса панăччĕ. Амалăхра пурăнакан Виталий Алексеев та рулон тумалли ăсталанă. Эпир, волонтерсем, алă ăстисене чĕререн тав тăватпăр.
Çапла пĕрле вăй хурсан, çĕнтерÿ те часрах çывхарĕ.
Зинаида ИВАНОВА,
кĕмĕл волонтер