1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 14 Ноябрь 2025 г.
14 ноября 2025 г. 9:03

«Чĕкеç» фестиваль

Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче эпир, Тăвай шкулĕнче ĕçлекенсем, СССР халăх артисткине В.К.Кузьминана халалланă «Чĕкеç» фестивале уçма хутшăнтăмăр.

Фестиваль программине тĕрлĕ жанрлă спектакльсене кĕртнĕ. Кашниех тăван халăхăн культурине, йăли-йĕркине кăтартать. Вĕсене пĕрлештерекенни — хĕрарăм сăнарĕ. Чăваш драма театрĕн артисчĕсем «Хур кайăк çулĕ» спектакле пĕрремĕш хут сцена çинче кăларчĕç.

Чĕкеç сăнарĕ урлă вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ ăрăвăн синкерлĕ шăпи çинчен каласа парать. Вăрçăра мăшăрне тата виçĕ ывăлне çухатнă тата ытти инкек-синкек. Чунĕ кÿтсе çитнĕ вăхăтра хĕрарăм таса хире тухса Çĕр-аннемĕрпе хăйĕн шăпи пирки калаçать. Унăн сассинче мĕнпур амăшĕн чун ыратăвĕпе пĕрлех çирĕп кăмăл-туйăмĕ, вилĕме çĕнтерсе йăл илекен пурнăçа шанни палăрать

Тĕп роле Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Н.Зубкова выляни асра юлчĕ.

Пĕтĕм тĕнчери наци театрĕсен Вера Кузьмина ячĕллĕ «Чĕкеç» фестиваль йĕркелесе ирттерни вăл — пирĕн ентешĕн ятне çÿлте тытни. Тăвайсемшĕн мăнаçлăх та, чыс-сум та.

Галина СТЕПАНОВА,

вĕрентекен, Тăвайри вăтам шкул

Поделиться:
Распечатать