Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Тăрмăшри Александр Димитриевичпа Ефросинья Степановна Димитриевсен çемье çавăрнăранпа 70 çул çитрĕ. Тивлетлĕ (благодатная) туйпа хисеплĕ мăшăра Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Семенова, ЗАГС пайĕн заведующийĕ Валентина Новикова тата Тăрмăш территори уйрăмĕн начальникĕ Алексей Матросов саламларĕç, асăнмалăх парнесем панă май ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç. «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕ вара паллă çемье уявĕ ячĕпе саламлама чăваш наци çи-пуçĕсемпе çитрĕ, туй юррисем шăрантарчĕ.
Александрпа Ефросинья Димитриевсен ĕçченлĕхĕпе харсăрлăхĕ çамрăк мăшăрсемшĕн мĕнрен ырă тĕслĕх мар? «Кил хуçалăхра ĕне тытни пире вăй парать»,— теççĕ хастарскерсем. Ачисем, паллах, пулăшса пыраççĕ хуçалăхра. Икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстерсе аслă çул çине тăратнă. Тăваттăшĕ энергетика енĕпе кун-çулне çыхăнтарнă. Кĕçĕн ывăлĕ Юрий кăна аяккарах пурăнать, ыттисем Шупашкарта тĕпленнĕ. Кашнин хăйĕн çемйи, ачи-пăчи.
Кил хуçи Александр Димитриевич — профессийĕпе музыкçă. Нумай çул шкулта ачасене вĕрентрĕ, Тăвайри, Енĕш Нăрвашри культура çурчĕсенче ĕçлерĕ, юлашкинчен ялти культура вучахĕн дирек- торĕнчен канăва тухрĕ. Тăрмăш хорĕ-пе Мускав таран шăрантарнă чăваш юррисене. Тав çырăвĕ- сем 20 ытла, медальсем те темиçе тылпа ĕç ветеранĕн тата вăрçă ачин.
Мăшăрĕ Ефросинья Степановна нумай çул почтальон сумкине йăтса ял урамĕ- сене такăрлатнă. Кайран çыхăну уйрăмĕн ертÿçи пулма шаннă ăна. Вăл та — вăрçă ачи, ĕç ветеранĕ. «Мăнуксем савăнтараççĕ пире, ватăсене, кĕçĕннисене пĕрле шутласан вĕсем — 27-ĕн»,— теççĕ кăмăлĕсене уçса. Уяв кĕреки тепĕр чухне хăйсен çемйисемпех тулать Димитриевсен.
70 çул çемье сукмакĕпе пĕрле шăкăл-шăкăл утакансем нумаях та мар пирĕн округра. Хăнасем сумлă мăшăра тивлетлĕ туйпа саламласа чун канлĕхĕ, ырă сывлăхпа, çутă ĕмĕтсемпе малашне те юратуллă пурăнма сунчĕç.
Пурнăçран юлмаççĕ-ха пирĕн юбилярсем. Район хаçатне кăмăлтан вулаççĕ. Ял çинче унта-кунта кайса килме Александр Димитриевич квадроцикл çине мăшăрне лартса çула тухать.
Вăт, еплерех тĕлĕнмелле мăшăр пирĕн ялти Димитриевсем! Хăнасене ăсатнă май хăйсем пекех нумай çул пурăнма, сывлăхлă пулма пил пачĕç.
Елена МАТРОСОВА,
«Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи