Округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов ертсе пынипе округ администрацийĕн-че иртнĕ планеркăра иртсе кайнă эрнере тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тапхăр валли задачăсем палăртнă.
Администраци пуçлăхĕн заместителĕ - территорисене хăтлăх кÿрессипе тата аталантарассипе ĕçлекен управлени начальникĕ Вероника Николаева граждансен пуçару бюджечĕн картинче пурнăçлакан 89 проектран 3-шне вĕçлесе çитерейменнине, ку тĕлĕшпе ĕçсем пынине палăртнă. Хĕл тапхăрĕнче çулсене йĕркеллĕ пăхса-тасатса тăрас тĕллевпе çак енĕпе ĕçлекен подряд организацийĕсем хăйăрпа тăвар хутăшĕ малалла хатĕрлеççĕ.
Финанс пайĕн начальникĕ Александр Сергеев 10 уйăхра бюджета тупăшсем енĕпе 85,1 процент, тăкаксемпе 81,9 процент пурнăçланине пĕлтернĕ. Тупăш пайне пурнăçлас тĕллевпе пурлăх налукĕ пухассипе тимлемеллине палăртнă Олег Ломоносов.
Культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пай начальникĕ Оксана Кириллова хыпарланă тăрăх, ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли укçа пухас шутпа ирттернĕ ыркăмăллăх концертĕнче 43800 тенкĕлĕх 292 билет сутнă. Пушкин карттипе тепĕр 36708 тенкĕ пырса кĕнĕ. Ку пĕтĕм суммăна ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма ярса параççĕ. Ноябрĕн 11-16-мĕшĕсенче республикăра СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ «Чĕкеç» наци театрĕсен регионĕсем хушшинчи фестивалĕ иртнине те пĕлтернĕ вăл. Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Тăвайри культура çуртĕнче Алтай республикин наци драмтеатрĕн «Эрдине» спектаклĕ пулать. Çак кунах сĕтелçи тенниспа Тăвай муниципалитет округĕнче мала тухассишĕн ăмăрту иртет.
Ноябрĕн 11-мĕшĕнчен шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин муниципалитет тапхăрĕ старт илни çинчен администраци пуçлăхĕн заместителĕ - вĕренÿ-пе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ирина Семенова каланă.
Муниципалитет управленийĕн чи лайăх практикине палăртма май паракан Пĕтĕм Раççейри «Служение» муниципалитет премийĕн III конкурсне хутшăнма заявкăсем йышăнма тытăнни çинчен Тăвай муниципалитет округĕн администраци пуçлăхĕн заместителĕ- организаципе контроль, кадрсемпе ĕçлес тата цифра аталанăвĕн пай начальникĕ Ирина Михайлова пĕлтернĕ.
Районсем хушшинчи Канашри медицина центрĕн Тăвайри больницăн тĕп врачĕн заместителĕ Татьяна Игнатьева диспансеризаци тата грипран вакцинаци тунин даннăйĕсемпе паллаштарнă.
Анлă планерка итогĕсене Олег Ломоносов пĕтĕмлетнĕ, ответлă ертÿçĕсене хушусем панă.