1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 14 Ноябрь 2025 г.
14 ноября 2025 г. 9:09

Хисеплĕ ветерана — Тав çырăвĕсем

Енĕш Нăрваш ялĕнчи Владимир Алексеевич Ванеркен ячĕ Тăвай тăрăхĕн историне тивĕçлипе çырăнса юлнă. Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче, 70 çулхи юбилей кунĕнче, хастар та хисеплĕ ĕç ветеранне тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысланă.

ĕсен хушшинче — Республика Правительствин Председателĕнчен С.Г.Артамоновран, ЧР ял хуçалăх министрĕнчен А.Е.Макушевран, Тăвай муниципалитет округĕн пуçлă- хĕнчен О.А.Ломоносовран, Тăвай округĕнчи Общество палатин председателĕнчен В.Я.Шакровран, АПК ветерансен округри Канашĕн ертÿçинчен Н.И.Ивановран, ветерансен районти Канашĕн ертÿçинчен Р.А.Гуринаран Тав çырăвĕсем тата ытти те. Район пуçлăхĕнче вăй хунă, Нăрвашра пурăнакан Анатолий Васильевич Данилов та ĕçтешне ырă кун-çул суннă.

Чăнах та, Владимир Ванерке хăйĕн пурнăçне пĕчĕк тăван çĕршыв аталанăвне панă. Çар служби хыççăн — ял хуçалăх институчĕ. 3 курс студенчĕ чухнех Казахстана тырпул пухса кĕртме хутшăнса хастарлăх кăтартнă. Комбайн штурвалĕ умĕнчи Нăрваш каччи вырмара малти вырăна тухнă. Алла диплом илсен мастерта, механикра, инженер-технологра тăрăшнă. Унтан — колхозри профком председателĕ, Енĕш Нăрваш ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ, ял администрацийĕн пуçлăхĕ, «Красная Чувашия» колхоз ертÿçи. Ăсталăхĕ ÿс- се пынă май, районтисем те асăрханă, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕр-ремĕш çумĕ пулма шаннă, 2012—2020 çулсенче — район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Тăвай енĕн экономика аталанăвĕпе социал- лă пурнăçне лайăхлатса пыма пысăк тÿпе хывнă- шăн, ĕçри пул- тарулăхĕшĕн В.А.Ванеркене Чăваш Республикин Хисеп грамотипе, «Чăваш Республикинчи хăй тытăмлăх органĕ- сенче хастар ĕç- ленĕшĕн» паллăпа, тĕрлĕ ĕç тытăмĕнчи наградăсемпе чысланă.

«Вăл ĕçленĕ çулсенче районта пысăк улшăнусем нумай пулчĕç. Вĕсен результачĕсене эпир халĕ те куратпăр. Владимир Алексеевич хăйĕн пуян ĕç опычĕпе пирĕн- шĕн, нумайăшĕшĕн, чăн-чăн ертÿçĕн ырă тĕслĕхĕ. Халăх интересĕсене яланах тимлĕхе хунă, халĕ те çаплах. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, пирĕн округ аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Владимир Алексеевича чĕререн тав тăватпăр»,— тенĕ Олег Ломоносов хăйĕн Телеграм каналĕнче.

Юбилей кунĕнче Ванеркесем, Владимир Алексеевичпа мăшăрĕ Лидия Кузьминична, хăнасене тараватлăн кĕтсе илнĕ. Чи малтанах ялти ветерансен тата хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсем, «Тĕпел» ушкăн юрăçисем ял çыннисен ăшă салам сăмахĕ- сене çитернĕ. Паян та кирек мĕнле ĕçре те маттур пулнине, унпа мăнаçланнине палăртса общество хастарне Тав хучĕпе чысланă, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул суннă. Унăн тата çемьен юратнă юррисене шăрантарнă чух юрăçсене хут купăспа Михаил Федоров хавхалантарса пынă.

Ванеркесем виçĕ ывăл пăхса ÿс- тернĕ, виççĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ, çемьеллĕ. 4 мăнук савăнăç кÿрет ăшă чунлă асаттепе асаннене. Кил ăшшийĕ Лидия Кузьминична педагогика ĕçĕпе çыхăнтарнă кун-çулне. Элĕк районĕн хĕрĕ Чăваш патшалăх университетĕнче хими факультетĕнче специальноç илнĕ хыççăн килнĕ Енĕш Нăрваш шкулне. Çемьене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысланă.

«Ванерке тесен, Енĕш Нăрваш ялĕнче пурте Владимир Алексеевич çинчен сăмах пынине тавçăраççĕ. Вăл яланах пулăшу аллине тăсма хатĕр çын,— тет Надежда Чернова.— Паян та тĕл пулса калаçрăмăр, ял пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврăмăр. Унăн шухăш-сĕнĕвне пĕлни мана, ял старостине, пирвай пурнăçламалли ĕçсене палăртма пулăшать. Çемйипе СВОна пулăшаççĕ. Кĕскен, ял пурнăçĕпе «сывлать» пирĕн юбиляр».

Поделиться:
Распечатать